Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар ретне тăма вăхăт

09 апреля 2014 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре çурхи призыв пуçланчĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 2,5 пине яхăн каччă çар ретне тăнă пулсассăн, кăçал утă уйăхĕн çурриччен тăсăлакан тапхăрта 1897 каччă çар тумĕ тăхăнĕ, районтан (Елчĕк тата Комсомольски) - 100 яш. Çар ретне тăракансен шучĕ палăрмаллах чакнă. Çакă тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннине те палăртаççĕ. Чи малтанах контракт мелĕпе хĕсмете тăракансене ытларах хатĕрлеççĕ, çарти ятарлă техника водителĕсене, кăткăс оборудовани специалисчĕсене пĕтĕмпех контрактниксене явăçтарасшăн.

       - Районти каччăсем çара кайма хатĕр. Яшсен пĕрремĕш ушкăнĕ майăн 9-мĕшĕнче çула тухать. Сывлăх енчен илес пулсассăн каччăсем çирĕп. Çавăнпа та вĕсем çĕршыва тивĕçлĕ хỹтĕлесси иккĕлентермест. Çара каясси - кашни арçыннăн пысăк тивĕçĕ. Апла пулсассăн çар ретне тăрассинчен пăрăнни вырăнсăр, килĕшỹсĕр. Хĕсмет вăхăчĕ çулталăк çеç, - пĕлтерчĕ Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи пайĕн начальникĕ Сергей Данилов.

Анчах та салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнакансем пирĕн районта çав-çавах пур-ха. Паянхи куна 21 каччă çара каяс шухăшлă мар, вĕсем тарса çỹреççĕ. Виçĕ каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарса явап тыттарнă. Вĕсем: Алексей Васильевич Алексеев (Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль), Илнар Рамилович Хамбиков (Комсомольски районĕ, Урмаел ялĕ), Павел Вячеславович Сорокин (Комсомольски ялĕ).

Çĕршыв хỹтĕлевçисем валли улшăнусем те пулĕç. Вĕсем пирки те асăнса хăварар. Кăçал çар комиссариачĕсенче призывниксене алла сĕрмелли кремпа, душра çăвăнмалли гельпе тата хырăнмалли станокпа, дезодорантпа, ал шăллипе тивĕçтерĕç. Тăлапа атă вырăнне нуски, хĕллехи тата çуллахи берцăсем, аялти ăшă тум парĕç. Салтакăн çар билечĕсĕр пуçне электрон карттă та пулĕ. Ăна яланлăхах парĕç. Карттăра гражданинăн çар тивĕçне ăçта пурнăçлани, мĕнле чаçран килни, мĕнле хĕç-пăшалпа усă курма пĕлни пирки информаци пулĕ. Пĕтĕмпе 58 информаци: çар çыннин биометрика даннăйĕсенчен пуçласа ашшĕ-амăшĕн ячĕ-шывĕ таранах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика