Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван районăм, санăн – юбилей!

26 февраля 2014 г.

Комсомольски районне туса хунăранпа нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ. Юбилее халалласа культурăпа кану центрĕнче февралĕн 21-мĕшĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ — район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Карпеев уçрĕ. Евгений Иванович тăван район историне кунта çуралса ÿснĕ, кунта пурăнакан çынсем çырнине палăртрĕ, пурне те сумлă юбилей ячĕпе саламларĕ.

Комсомольски районĕ кунсерен, çулсерен аталанса пынине район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев хăйĕн докладĕнче çирĕплетрĕ. «2013 çула тăван районăмăр лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Ырă улшăнусем сахал мар, умра пурнăçламалли ĕç те чылай. Юратнă районăн юбилейĕпе саламласа тăнăçлăхпа ырă пурнăç, сывлăх, юрату, тулли телей сунатăп», — терĕ Михаил Романович.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕпе пухăннисене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн специалисчĕ Юрий Венедиктов саламларĕ.

Художество пултарулăх коллективĕсен район юбилейне халалланă смотр-конкурсне уяв умĕнхи каç Александровка ял поселенийĕ тăсрĕ. Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова анлă доклад турĕ.

Александровкăсем концерт программине чăваш, вырăс юрри-ташшине кĕртнĕ. Районти хăш-пĕр культура çурчĕсенче баян-аккордеонпа ăста калама пĕлекенсем çукки вĕсемшĕн чăннипех нуша. Александровкăсем вара çак лару-тăруран тухмалли май тупнă, Патăрьел районĕнчен специалист тупса килнĕ. Анатолий Марков художество пултарулăх ертÿçи баянпа каланипе хор юрланă вырăс халăх юрри-ташшисене куракансем уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Концерт урамра пулнă пулсан «Родники» ансамбль, хăш-пĕр уйрăм юрăçсем фонограммăпа юрлани майлăччĕ те пуль, анчах пысăках мар залра «фанера» ытлашши пек туйăнчĕ. Александра Петрова, Петр Зайцев педагогика ветеранĕсене залра ларакансем сцена çинчен часах ямарĕç. «Кĕтне хĕрĕсем» ансамбль, уйрăм юрăçсемпе ташăçăсем хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Ялти артистсем илемлĕ тумĕсене улăштарса çеç тăчĕç.

Смотр-конкурса мартăн 6-мĕшĕнче Урмаел ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕ тăсать. Концерт, яланхи пекех, 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Аса илтеретпĕр, район юбилейне халалланă культура марафонĕ çулталăкĕпех пырĕ, тĕп уяв вара Республика кунĕнче, июнĕн 24-мĕшĕнче пулать.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика