Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕр пĕрчисем кĕмĕллĕ пулчĕç

12 января 2013 г.

РФ Перекет банкĕн питĕ лайăх йăла пур: çулсерен хăй пуçланса кайнă кунра, ноябрĕн 12-мĕшĕнче, çуралнисене асăнмалăх парне парасси. 2012 çулта асăннă банк 171 çул тултарчĕ. Çав кун пирĕн районта иккĕн кун çути курнă. Хĕр пĕрчисем иккĕшĕ те Тукай Мишерĕнчен. Вĕсем ĕнтĕ кăштах ÿссе аталанма та ĕлкĕрнĕ.

Çак кунсенче Перекет банкĕн районти хушма офисĕн ертÿçин çумĕ Зельфия Минзагитовна Закирова çĕнĕ кайăксем вĕçсе килнĕ килсене çитсе банк парнисене пачĕ. Лейсанпа Фанил Мингалеевсен çемйинче Гюзель — пĕрремĕш ача. Пепкене ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕпе аслашшĕ юратса çитĕнтереççĕ. Алсу вара — Ахметзяновсен çемйинчи иккĕмĕш ача. Унăн аппăшĕ, Ландыш, пилĕк çулта ĕнтĕ. Гелгенепе Азата пĕчĕк чиперука ÿстерме аслашшĕпе асламăшĕ тата мăн аслашшĕпе мăн асламăшĕ пулăшаççĕ. Тăватă ăру çураçуллă пурăнать çак хăтлă çуртра, ачасене телейлĕ, сывлăхлă çитĕнме пĕтĕм услови пур. Парнеленĕ кĕмĕл укçасем вара пĕчĕк хĕр пĕрчисен туприне Перекет банкĕ хывнă тÿпе вырăнне пулĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика