02 октября 2013 г.
Ача çурални — калама çук пысăк телей. Çулталăк пуçланнăранпа районта çак телей 230 хутчен çемьесен алăкĕсенчен пырса шакканă.
Акă, Урмаел ял тăрăхĕнче 71 ача çут тĕнчене килнĕ. Ку вăл — районта чи пысăк кăтарту. Комсомольски ял тăрăхĕнче — 52.
Александровка ял тăрăхĕнче вара 17 ача çуралнă. Тукай ял тăрăхĕн территорийĕнче 12 ача çут тĕнчене килнĕ. Асанкассинче — 11.
Чĕчкенпе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенче кăçалхи тăхăр уйăхра 10-шар ача çуралнă. Элпуçпе Шурут ял тăрăхĕсенче — 9-шар.
Источник: "Каçал Ен"