Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ - çут çанталăка юратнинче

28 сентября 2013 г.

Çын анлă тавра курăмлă, ăслă, маттур та пуçаруллă, ырă енсемпе пуян пултăр тесен ăна ачаран мĕнле воспитани пани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕ вĕрентни, педагогсем ăс пани пысăк витĕм кÿрет. «Манăн тĕллев — ачасене мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка сăнама, ăна юратма, упрама вĕрентесси», — уçрĕ шухăшне Тукай Мишер вăтам шкулĕнче экологи кружокне ертсе пыракан Гульнара Зарипова, хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтсан.

Педагогăн професси çулĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче пуçланнă. Çамрăк специалист Ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен экологи кружокĕнче вăйăллă экологи преподавателĕнче тăрăшнă. «Ун чухне эпир Америкăн ятарлăпрограммипе ĕçлеттĕмĕр. Çав методикăсемпе усă куракансем пирĕн патра урăх çукчĕ. Тĕрлĕ ача сачĕсене çитеттĕм, экологи темипе çыхăннă вăйăсемпе конкурссем ирттереттĕм. Ку ĕçре мана экологи уйрăмĕн ертÿçи Альбина Эндюськина чылай пулăшатчĕ. Ăна халĕ те ырăпа çеç аса илетĕп»,— пĕлтерчĕ Гульнара Джаудатовна.

Унтан çемье кил хуçин тăван ялне Тукай Мишере куçса килнĕ. Çамрăк хĕр кунта та нумай шутласа тăман, шкула çул тытнă, ачасене вĕрентме пуçланă. Кăштахран Хушма вĕренÿ центрĕ урлă экологи кружокĕ йĕркеленĕ. Унта çулсерен вăтам классенче вĕренекен 20 ытла ача çÿрет. Интереслĕ проектсене, акцисене, тĕпчев ĕçĕсене вара аслăраххисене те явăçтараççĕ. Ачасем кружок ĕçне хаваспах хутшăнни çине, паллах, педагогăн ăсталăхĕпе пуян опычĕ пысăк витĕм кÿреççĕ. Вăйă, конкурс евĕр йĕркеленĕ занятисене камăн çÿрес килмĕ? Унсăр пуçне унта çав тери интереслĕ япаласем пĕлме пулать-çке-ха!

Сăмах май, шкулта тавра пĕлÿ кружокĕ те пур. Ăна Рушания Зинатуллина ертсе пырать. Икĕ кружока çÿрекенсем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе ĕçлеççĕ, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, тавралăхпа çыхăннă проектсене час-часах пĕрле хатĕрлеççĕ.

Паянхи кун çакăн пек конкурссен шучĕ питĕ нумай пулсан та Гульнара Джаудатовнан асĕн-чен кружокăн пĕрремĕш çĕнтерĕвĕ нихăçан та тухмасть. «2005 çулта Шупашкарти «Эткер» центр «Симĕс архитектура» ятлă конкурс ирттерчĕ. Эпир унта «Çăл куç» проектпа хутшăнма шутларăмăр. Ачасемпе пĕрле ял çывăхĕнчи çăл куçа тасатрăмăр, тирпей-илем кÿтĕмĕр. Йĕри-тавра йывăçсем лартрăмăр. «Эпир лартнă хунавсем темиçе çултан епле пысăк пулаççĕ ĕнтĕ», — хавхаланчĕç ачасем. Анчах тепĕр кунне килтĕмĕр те — пирĕн йывăçсем çук. Такамсем вĕсене хуçса-кăкласа кайнă. Пурин те кăмăлĕсем хуçăлчĕç ун чухне. Çынсем пирĕн ĕçе хакламанни, çут çанталăка хирĕç сăтăрла ĕçсем туни хурлантарчĕ», — аса илет Г.Зарипова. Тăрăшни сая кайман, çак конкурсра ачасем 1-мĕш вырăна тухнă.

Çĕнтерÿсем малалла та чылай пулнă. Акă, тĕслĕхрен, пурте пысăк хавхаланупа хутшăннă «Тукай Мишер ялĕнчи пуссем» проекта илер. Кашни кил картинчех шыв ăсма пуссем ăсталани паллă ĕнтĕ, анчах вĕсене санитари йĕркисем тăрăх мĕнле тасатса тăмаллине пурте пĕлмеççĕ. Ачасем килрен-киле çитсе шăпах çакна тĕрĕсленĕ. Вĕсем шутласа пĕлнĕ тăрăх, ялти пуссен 70 проценчĕ санитари нормисене тивĕçтермест. Ку проект Шупашкарта 2-мĕш вырăн йышăннă, Пĕтĕм Раççейри «Этем Çĕр çинче» конкурса хутшăнса çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ.

Çавăн пекех «Тăван халăхăн йăли-йĕрки» экспедици те асра юлмалла иртнĕ. Тавра пĕлÿ тата экологи кружокĕсене çÿрекенсем ялти ватă çынсенчен тутар халăхĕн авалхи апат-çимĕçĕ, савăт-сапи çинчен ыйтса пĕлнĕ, çав апат-çимĕçсене пĕçерме вĕреннĕ. Ку ĕçе те республика шайĕнче 1-мĕш вырăн парса хакланă.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри вара — экологи проекчĕсен «Беллона Баренц Балтик» Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тивĕçни.

«Проектсем валли интереслĕ темăсене пире пурнăç хăй каласа пырать. Мĕн те пулин тĕпченĕ вăхăтра ыйтусем сиксе тухаççĕ те, вĕсем çине хурав тупас тесе тăрăшатпăр. Çапла çĕнĕ проект çуралать те»,— уçать шухăшне Гульнара Джаудатовна. Унăн çитĕнĕвĕсен тĕп вăрттăнлăхĕсем —ачасемпе ĕçлеме кăмăллани тата тăван тавралăха чун-чĕререн юратни.

Тăрăшуллă та пултаруллă кружок ертÿçин малашнехи планĕсем çинчен те пĕлес килчĕ. «Турра култарас тесен ăна хăвăн планусем çинчен каласа пар, теççĕ вырăссем. Паллах, эпир тунă çитĕнÿсемпе чарăнасшăн мар. Çывăх вăхăтра тăвас тесе шутланă ĕçсем питĕ нумай. Тăван тавралăх вăл çав тери пуян-çке-ха. Çавăнпа та унта тĕпчемелли, пĕлмелли те чылай», — пĕтĕмлетрĕ калаçăва лара-тăра пĕлмен эколог.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика