Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç

21 сентября 2013 г.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунĕн тĕп темисем — патшалăхăн социаллă политикине пурнăçлассипе республикăра ирттерекен мероприятисем, çул-йĕр çинче хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата çул-йĕр çинчи пăтăрмахсенче суранланассине асăрхаттарассипе ĕç тăвакан влаçсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йышăнакан мерăсем çинчен, экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн кĕркуннехи тапхăрне йĕркелесси, халăх пурăнакан вырăнсене, çул хĕррисене, масарсене тирпей-илем кĕртесси.

 

Шупашкар хулинчен килсе çитнĕ хăнасем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов, культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т.Казакова, потребительсен прависене хÿтĕлекен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Н.Луговская, ЧР шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управлени начальникĕ В.Романов чи малтанах район центрĕнчи хута яма палăртнă çĕнĕ ача садĕнче пулчĕç. Унта пурнăçланă тата тумалли ĕç калăпăшĕпе паллашрĕç. Ача садне сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута яма палăртнăччĕ, анчах та ĕçсем вăраха тăсăлнăран, паянхи куна вăл хатĕр мар. Апла пулин те кунта тăрăшакансем çитес вăхăтра ĕçсене вĕçлеме шантарчĕç. Пÿлĕмсене тирпей-илем кĕртнĕ, сĕтел-пукан та кÿрсе килнĕ. Ача сачĕн территорине йĕркене кĕртмелле — çул сармалла, тирпейлемелле.

Малалла информаци ушкăнĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулчĕç, халăхпа, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпĕ М.Афанасьевпа ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов «Слава картофелю» агрофирмăра пулчĕç. Кунта паян хĕрÿ ĕç вăхăчĕ — çĕр улмине пуçтараççĕ. ЧР шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управлени начальникĕ В.Романов, районти муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн начальникĕ Г.Кокшин Хырхĕрри ял тăрăхне çитсе курчĕç. Чи малтанах вĕсем «Вос-ток» ЯХПКра пулчĕç. Хуçалăх ĕçченĕсем шăпах йĕтем çинче улма суйлатчĕç.

В.Романов ĕçченсене республикăри çул-йĕр çинчи лару-тăрупа палаштарчĕ:

— Лару-тăру питĕ çивĕч, кашни кунах авари çине авари. Нумай çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Сăлтавĕ — çул-йĕр правилисене пăхăнманни, ÿсĕрле руль умне ларни, правасăр çÿрени. Штраф хакĕсене, административлă йĕркене çирĕплетни те граждансене хăратмасть. Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн 30 пин тенкĕ штраф параççĕ пулин те йĕркене пăсакансен йышĕ чакмасть. Права пур-и, çук-и — автомашина çине лараççĕ те çула тухаççĕ. Халăх темшĕн яваплăха туймасть. Çакă мана çеç мар, пурне те сисчĕвлентермелле. Тепĕр çивĕч ыйту вăл — çул çитмен çамрăксене автомашина шанса пани е скутер, мопед парнелени. Кунта чи малтан ашшĕ-амăшĕ айăплă.

Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех Хырхĕрри тĕп шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ, çивĕч ыйтусене хускатрĕ. «Уйрăмах шкулта вĕренекенсене çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки каламалла, тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем, калаçусем, викторинăсем ирттермелле. Ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртес ĕçе, йывăç-тĕм лартма та ачасене явăçтармалла», — палăртрĕç килнĕ хăнасем. Владимир Романов вĕрентекенсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика