10 сентября 2013 г.
Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер вăтам шкулĕн çĕнелсе капмарланнă çурчĕ çине çак сăмахсене чăвашла, тутарла, вырăсла çырса хунă. Кунта кашни утăмрах вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ хăйсен Пĕлÿ керменне юратни, унти хăтлăхшăн пĕрлехи вăйпа тăрăшни палăрать. Ырă çак тĕслĕхе иртнĕ шăмат кун Тукай Мишер шкулне реконструкци хыççăн уçнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă хăнасем те пысăк хак пачĕç.
Уява уçнă май райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тахçанах ĕмĕтленни пурнăçа кĕни пирки пĕлтерчĕ. 1983 çулта хута янă шкул çурчĕ пысăк яла тахçанах тивĕçтерейми пулнă, ачасене вĕренме, тарăн пĕлÿ илме классем те, условисем те çитмен. Унсăр пуçне Тукай Мишерте демографи лару-тăрăвĕ республикăра чи лайăххине кура /тĕслĕхрен: кăçалхи сакăр уйăхра кăна 30 пепке çуралнă/ садик ыйтăвĕ те çивĕчленсех çитнĕ. «Республика ертÿлĕхне çакна шута илсе пире витĕмлĕ пулăшу панăшăн пысăк тав, - терĕ Михаил Афанасьев. - Çулталăкра шкул çумĕнче тĕксе тунă икĕ хутлă çурт ÿссе ларчĕ. Унта 60 ача валли «Балачак» /Ачалăх/ садик, спорт залĕ вырнаçрĕç. Кăçалхи икĕ уйăхра тĕп корпуса тĕпрен çĕнетрĕç. «Арка» ООО строителĕсем хăвăрт, пысăк пахалăхпа ĕçленине палăртмалла. Стройка мĕнле пынине куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăнине те асăнмалла. Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин икĕ хут пулчĕ, паян акă уява килсе çитрĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, райадминистраци тăтăшах тĕрĕслесе тăчĕç. Депутатсем, ялти общество канашĕ нумай пулăшрĕç. Авăн уйăхĕ тĕлне шкула ачасене йышăнма пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерчĕç. Строительствăпа юсав ĕçĕсен хакĕ пĕтĕмпе 120 миллион тенкĕпе танлашать».
Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин уява пухăннă шкул ачисене, педагогсене, ашшĕ-амăшне мĕн пур районшăн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламларĕ, çитес çулсенче хальхи самана ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шкулсемпе садиксен шучĕ ÿссех пырасса шантарчĕ, çĕнелнĕ Пĕлÿ çуртĕнче ÿсĕмсем хыççăн ÿсĕмсем тума ырă сунчĕ. Унтан вăл Тукай Мишер шкулĕн директорне Эмине Багаутдиновăна - ÿссе пыракан ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн, тулли мар яваплă «Арка» общество директорне Фагиль Шарафутдинова строительство енĕпе ÿсĕмсем тунăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ. Шкула «Вăйă спорт оборудованийĕн завочĕ» хупă акционер обществин продукцине илмелли 15 пин тенкĕлĕх сертификат тата Раççей Федерацийĕн халăхĕсен историйĕпе, культурипе, литературипе паллаштаракан «100 кĕнеке» шутĕнчен 50 пин тенкĕлĕх илемлĕ литература панине пĕлтерекен свидетельство парнелерĕ.
Тукай Мишер шкулĕпе садикĕнче пирĕн пуласлăха - ачасене - ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, çирĕп сывлăхлă ÿсме лайăх условисем туса панăшăн Эмине Багаутдинова влаç органĕсен ертÿçисене, уйрăм çынсене тав сăмахĕ каларĕ.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кунта 289 ача /пурте тутар ялĕнчен Тукай Мишертен/ пĕлÿ илет. Пĕрремĕш класа 33 ача килнĕ. Предмет пÿлĕмĕсене, компьютер класне, стоматологи пÿлĕмне, спорт залне çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Ялти общество канашĕ шкула нумай пулăшать. Чылай ыйтăва унпа пĕрле татса параççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе сăмах каланă Агзем Шакиров педагогика коллективĕпе çирĕп çыхăну тытнине, ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕç ăнăçасси общественноç хастарлăхĕнчен те килнине палăртрĕ.
Савăнăçлă уявпа ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, ыттисем саламларĕç, парнесем пачĕç. Иван Моторин, Михаил Афанасьев, Эмине Багаутдинова хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем шкула кĕчĕç. Çак вăхăтра мăнаçлă кĕвĕ янăрарĕ, уяв тумĕллĕ ачасем пĕлĕтелле тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем вĕçтерчĕç. Хăнасене шкула чĕнчĕç, классене, садикри пÿлĕмсене кăтартса çÿрерĕç. Ачасен вара ĕç кунĕ пуçланчĕ - вĕсем урока васкарĕç.
Алина ЛУКИЯНОВА
Источник: "Хыпар"