Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăравлă кĕмĕл шăнкăрав сасси саланчĕ таврана

04 сентября 2013 г.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ — çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ кăна мар, анлă пĕлÿ çулĕн пуçламăшĕ те. Çак савăнăçлă уява парта хушшине пĕрремĕш хут ларакан вĕренекенсем те, ытти шкул ачисем, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сахал мар хаваслă самант илсе килĕ, малашлăхра пĕлмелли, алла илмелли пит нумай-çке.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче Пĕлÿ кунне йăлана кĕнĕ пекех сентябрĕн 1-мĕшĕнче, вырсарни кун, паллă турĕç. Кăçал 229 ача парта хушшине пĕрремĕш хут ларнă.

Ир-ирех васкаççĕ ачасем тăван шкула. Тунсăхланă курăнать. Пысăк туйăмпа, илемлĕ чечек çыххипе утакан ачасене пăхсан чун савăнать, тÿрех шкулта пĕлÿ пухнă вăхăт асăма килет. Урмаел вăтам шкулĕнче те паян пысăк уяв. Пĕлÿ кунне халалланă линейкăна авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче педагогсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем пысăк хавхаланупа пухăнчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа вĕсене чи малтанах шкул директорĕ Ф.Х.Камалдинов саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев салам сăмахĕсем каларĕ. «Çуллахи каникулта вăй пухса килнĕ хыççăн тăрăшса вĕренмелле. Сирте, çамрăксенче, — район пуласлăхĕ. Вĕренÿре, спортра ăнăçу, çитĕнÿ сунатăп», — терĕ вăл.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те уява анлă паллă турĕç. Асăннă учрежденире савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ С.В.Михайлова уçрĕ. «Сире уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Малашне те пысăк çитĕнÿсем сунатăп. Шкулта пултаруллă вĕренекенсем пĕлÿ пухаççĕ, маттур, пуян опытлă педагогсем ĕçлеççĕ. Çавна май эпир тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă», — терĕ директор. Уявра «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекен ачасене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Пĕрремĕш класс ачисем нумай ташăпа, юрăпа савăнтарчĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсем кăçал 59-ăн.

Шăнкăрав вĕренекенсене пĕрремĕш урока, Конституци урокне йыхравларĕ. Ачасем Раççей Конституцийĕпе паллашрĕç, педагогсем калаçусем, куравсем йĕркелерĕç.

Пĕлÿ кунĕ çутă та таса классенче парта хушшине ларнă кашни ачашăн манăçми пулăмла çырăнса юлĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика