27 июля 2013 г.
Июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 14-мĕш сессийĕ иртнĕ. Унта депутатсем 36 ыйту пăхса тухнă. Сесси пĕтĕмлетĕвĕсемпе вулакансене паллаштарма ЧР Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен, социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕнчен Петр Красновран ыйтрăм.
— Парламентарисем çав кун йышăннă «Чăваш Республикинчи вĕренÿ çинчен» саккуна уйрăмах вăйлă сÿтсе яврĕç. Асăннă саккун пĕтĕмĕшле тата ятарлă вăтам пĕлÿ парассин кашни тапхăрĕ тÿлевсĕр пуласса гарантилет. Чăваш тата вырăс чĕлхисене, вĕсем Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисем пулнă май, вĕрентме пĕтĕм услови пулĕ. Пултаруллă ачасене, сывлăх енчен хавшакрах ачасене, шкул формине, яллă вырăнсенче пурăнакан педагогсене, çамрăк специалистсене социаллă пулăшу парассине пырса тивекен ыйтусенче те çĕнĕлĕхсем пур, — пĕлтерчĕ Петр Степанович.
Саккунсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн 2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленисене уйăхсерен 1027 тенкĕ, ĕç ветеранĕсене — 1082, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене — 1082, реабилитациленисене 2592 тенкĕ, политика репрессийĕсене пула шар курнисене 2307 тенкĕ тÿлеме пуçлĕç.
Сессире çавăн пекех «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Россия Федерацийĕн Патшалăх Думин Председательне С.Е.Нарышкина ачалăхĕ 1941—1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтне лекнĕ граждансене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан федераллă саккуна хăвăртлатма ыйтса çырни» постановление йышăннă.
Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕ пирĕн района пырса тивекен йышăнусем туни çинчен те савăнса пĕлтерчĕ П.Краснов. Акă, Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумне тĕкĕлесе тăвакан пайне пĕтерме республика бюджетĕнчен 11,6 миллион тенкĕ, Комсомольскинчи И.Кабалин микрорайонĕнчи ача сачĕн строительствине вĕçлеме 49,1 миллион тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Çавăн пекех Тукай Мишер вăтам шкулне реконструкцилеме 2014 çула палăртса хăварнă 25,6 миллион тенкĕ укçана кăçалхи çула куçарттарма май килнĕ.
ЧР Патшалăх Канашне пирĕн тăрăхран суйланнă депутатсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов Комсомольски районĕн ертÿçисемпе килĕштерсе, пĕр тĕллевпе ĕçлени тухăçлă çак утăмсене тума май парать.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"