Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелте кĕрлерĕ Сабантуй

11 июня 2013 г.

Сабантуя ĕлĕк-авал çурхи ака-суха пуçланнă ятпа йĕркеленĕ пулсан, паянхи кун ăна çав ĕçсем вĕçленсен ирттересси йăлана çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ ĕнтĕ. Тарават та ăш пиллĕ тутар халăхĕ хăй тĕллĕн çеç савăнмасть, кÿршĕсене те уявсене хапăлласах йыхравлать. Июнĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ Сабантуя та Урмаелсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕр-шывсенчен те килнĕ хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Уяв географийĕ анлă пулни Урмаел ялĕ кăçал республикăри Сабантуя ирттерме тивĕç пулнипе тата июнĕн 8—10-мĕшĕсенче кунтах тĕрĕк тĕнчин «УРМАЙ — ЗАЛИДА» халăхсем хушшинчи фестивалĕ иртнипе те çыхăнчĕ.

Уявăн хисеплĕ хăнисем хушшинче Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, Тутарстан Республикин Теччĕ районĕн пуçлăхĕ Валерий Чершинцев тата ыттисем пулчĕç. Вĕсем Урмаел çумĕнчи лапама пуçтарăннисене кăмăлтан саламларĕç, ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, парнесемпе чысларĕç, ял хуçалăхĕнче тÿрĕ чунпа тăрăшнăшăн тав туса пысăк тухăç илме сунчĕç.

Кун хыççăн сцена çине «УРМАЙ — ЗАЛИДА» фестивале хутшăнакансем тухрĕç. Вĕсем илемлĕ те çепĕç юррисемпе, çулăмлă ташшисемпе куракансене хавхалантарчĕç. Артистсем хушшинче хамăр районсем те, хăнасем те йышлă пулчĕç.

Кăнтăрла иртсен вара Тутарстан Республикин Теччĕ районĕ «Сабантуй» театрализациллĕ представленине чĕнчĕ. Хăйсене уйăрса панă лаптăкра вĕсем тутар ялĕн пурнăçне чĕррĕн сăнласа пама пултарнă. Кунтах Теччĕсен алă ĕçĕсемпе, ака-суха хатĕрĕсемпе, ĕçме-çимипе, йăли-йĕркипе паллашма та май туса пачĕç кÿршĕсем. Вĕсен культурипе çывăхрах паллашнă май уявăн сценарине питĕ аван лартни, режиссерсен ăсталăхĕ яр уççăн палăрчĕ. Артистсен илемлĕ те пуян тумĕсем, янкăс юррисемпе хитре ташшисем куракансен куçĕсене тыткăнларĕç. В.С.Чершинцев каланă тăрăх, Теччĕ районĕнчен Урмаелти Сабантуя 150 çын килсе çитнĕ.

Спорта кăмăллакансем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнма пултарчĕç. Çамрăксем наци кĕрешĕвĕнче вăй виçрĕç, канат туртрĕç, волейболла вылярĕç, юпа çине хăпарчĕç тата ытти те. Суту-илÿ тăвакансем тата ăçтан кăна килсе çитмен-ши; Уяв хуçисем, унтан та кунтан килнĕ кафе-столовăйсен ĕçченĕсем, уйрăм предпринимательсем халăха наци апачĕ-çимĕçĕпе, ĕçмипе кăмăлтан сăйларĕç. Паллах, лапам çийĕн техĕмлĕ шашлăк, хашлама, кĕрпеклĕ плов шăрши сарăлса кашнин сăмсине кăтăкларĕ, вăл е ку çимĕçе тутанса пăхма илĕртрĕ. Уяв тавралăха каçхи сĕм çавăрса илсен çеç фейерверкпа вĕçленчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика