Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнине вăхăтра пурнăçламалла

25 мая 2013 г.

Районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта ЧР ял хуçалăх министрĕ С.В.Павлов, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин инспекци начальникĕ Н.К.Ефремов, обязательнăй медицина страхлавĕн Чăваш Енри территори фончĕн директорĕн çумĕ О.И.Крупнова, РФ Юстици министерствин Чăваш Енри суд экспертизин лабораторийĕн начальникĕ Л.П.Морозов, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.И.Скворцов хутшăнчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса палăртнă темăсене сÿтсе яврĕç: ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси, çуллахи вăхăтра пушар тухассинчен тата шыв хĕрринчи инкексенчен сыхланасси, нумай хваттерлĕ çуртсенчи коммуналлă тÿлевсемпе çыхăннă улшăнусемпе паллашасси.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов районта пурнăçланакан тĕп ĕçсемпе паллашрĕ. Чи малтанах вăл Тукай Мишер ялне çитсе курчĕ. Кунта таврара çук цех ĕçе пикеннĕ. Рефис Гельметдинович Айсын мăйракаллă шултра выльăхсене пуснă хыççăн юлакан пыршăсене тата урисене йышăнакан цех уçнă. Выльăх юлашкисене вĕсем çуса, тасатса ятарлă ещĕксене хурса пысăк холодильниксенче шăнтаççĕ. Унтан продукцие Тутарстан Республикинчи чĕр-чунсен фермине ăсатаççĕ. Уйăхне цех 40 тонна яхăн продукци хатĕрлет. Çак ĕçе пурнăçлама кунта пурне те йĕркеленĕ: оборудованисене лартнă, канализаци тунă, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Паянхи куна пĕр чăрмав — шăмăсене вĕтетекен оборудовани валли электричество хăватлăхĕ çитмест. Çавна май вĕсем хăйсене валли уйрăм подстанци лартма ирĕк илесшĕн. «Чăваш Енре çук ĕç йĕркелеме пултарни, чăннипех те çĕнĕлĕх. Эсир хăвăршăн çеç мар, ял çыннисемшĕн пысăк ĕç тăватăр. Мĕншĕн тесен выльăх юлашкисене вырнаçтарасси — хăйне кура чăрмав. Эсир ăнăçлă ĕçлесе каясси иккĕлентермест», — палăртрĕ Сергей Павлов.

«Искра» колхозра та пулчĕ министр. Кунта çур аки ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ, 30 гектар çинче çĕр улми лартнă. «Искра» колхоз ĕçченĕсем кăçал çĕр улми вăрлăхне пĕтĕмпех улăштарнă. Пысăк тухăç илесси мĕнле вăрлăх лартнинчен килнине лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Колхоза тупăш кÿрекенни — сĕт. Вĕсем «Компания Юнимилк» АУОна сĕтĕн 70 процентне чи паха сортпа сутаççĕ. Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ферма ĕçченĕсемпе, специалистсемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Ĕçлĕ ушкăн Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Хальлĕхе хуçалăхра 52 ĕне сăваççĕ. Çитес вăхăтра çĕнĕ ферма тума планлаççĕ. Çакна пурнăçлама ятарлă проект хатĕрленĕ. Патшалăх пулăшу кÿрессе шаннине пытармаççĕ ĕçченсем.

Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн районти лару-тăрупа, ял хуçалăхĕнче пурнăçланă, малашне тума палăртнă ĕçсемпе министр кăмăллă юлчĕ. Апла пулин те тата тăрăшуллăрах ĕçлеме сунчĕ.

Обязательнăй медицина страхлавĕн Чăваш Республикинчи территори фончĕн директорĕн çумĕ О.И.Крупнова тата район больницин тĕп врачĕ И.И. Ефремова Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхне çитсе курчĕç. Чи малтанах вĕсем Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç, информкунăн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Оксана Ивановна çуллахи вăхăтра ачасен канăвне мĕнле майсемпе йĕркелеме пулни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ытти çулсенчи пекех, кăçал та чылайăшĕ каникул вăхăтĕнче республикăри сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канĕç. Путевкăсем, паллах, тÿлевлĕ. Çапах та уйрăм категорисене лекекен ачасем вĕсемпе тÿлевсĕрех усă курма е путевкăна çăмăллăхлă мелпе илме пултараççĕ. Сăмахран, больницăра вăл е ку чирпе шутра тăракансем, нумай ачаллă çемьере çи-тĕнекенсем валли çулсерен путевкăсем уйăраççĕ. Каникул вăхăтĕнче канăва йĕркелесси çинчен тĕплĕнрех ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин официаллă сайтĕнче пĕлме пулать. Унта çак темăпа ятарлă рубрика хатĕр-ленĕ.

Информкунăн тепĕр теми те çивĕчлĕхпе уйрăлса тăрать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăра 359 хутчен пушар тухнă, вĕсенче 42 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Шывсем хĕрринче 3 инкек пулнă. Çавна кура çуллахи вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, тимлĕхе çухатмалла маррине палăртрĕ Оксана Ивановна.

Вĕрентекенсем Шупашкартан килнĕ хăнана хăйсене тахçантанпах пăшăрхантаракан ыйтусене те уçса пачĕç, пĕрле сÿтсе яврĕç. Ял халăхне хумхантаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — çывăхра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ пур пулсан та чирлес-тăвас пулсан Комсомольскине çити больничнăй илме каймалли. Çакă чирлĕ çыншăн питĕ мелсĕр пулнине çи-рĕплетрĕç шкулта вăй хуракансем. О.И.Крупнова çак ыйтăва министерство шайĕнче сÿтсе явма шантарчĕ.

Малалла информушкăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çул тытрĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.

 

А.ЕФРЕМОВА,

Н.КАЛАШНИКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика