Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапкаланчăк йытăсем ан пулччăр

20 октября 2012 г.

Нумаях пулмасть районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Р.М.Велимухаметов патне Урмаел вăтам шкулĕн администрацийĕнчен çыру килнĕ. Унта шкул таврашĕнче тата Муса Джалиль урамĕнче хуçасăр йытăсем нумайланса кайни, вĕсем ачасене тапăннă тĕслĕхсем пулни çинчен çырнă. Çакна хирĕç тивĕçлĕ мерăсем йышăнма ыйтнă. Р.М.Велимухаметовпа тĕл пулса лару-тăрăва уçăмлатма тĕв турăм.

— Рустем Минетуллович, çак çыру çинчен эсир мĕн шутлатăр; Паянхи кун хуçасăр йытăсем чăнахах та çавăн пек пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ-и?

— Кашни ял поселенийĕн территорийĕнчех хальхи вăхăтра çапкаланса çÿрекен йытăсем пур. Хăшĕ-пĕрисен хуçи нихăçан та пулман, теприсене вара хуçисем пăрахнă е вĕсем тăватă ураллă тусĕсене пĕрре те пăхмаççĕ. Хуçасăр йытăсем е пĕчченшерĕн çÿреççĕ, е выльăх фермисем, çÿп-çап контейнерĕсем, свалкăсем, столовăйсем, шкулсем çывăхĕнче ушкăна пуçтарăнса тăранса пурăнаççĕ. Шкул патĕнче пурăнакан йытăсем час-часах ачасенчен мĕн те пулин тутли кĕтсе илеççĕ, столовăйра юлнă апат юлашкисене çиеççĕ. Кунта яланах çÿресе вĕсем хăйсене çак территорин хуçисем пек туйма пуçлаççĕ, çавăнпа та ют çынсене курсан вĕреççĕ, тапăнма пултараççĕ. Тискер чĕр чунсемпе танлаштарсассăн йытăсем çынсенчен хăрамаççĕ. Çавăнпах пулĕ вĕсем çыртнă тĕслĕхсен шучĕ те чакмасть (2012 çулхи 9 уйăхра — 51). Ачасен çăмламас тусĕсене ачашлас, вĕсемпе выляс килет. Хуçасăр йытăсенчен тĕрлĕ чирсем ерме е вĕсем çыртма пултарасса пĕчĕккисем шутламаççĕ. Уйрăммăн палăртмалла: йытăсем уртаракан чир те ертме пултараççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла.

— Хуçасăр йытăсем нумайланнăшăн кам яваплă; Камăн вĕсемпе кĕрешесси çинчен пуç ватма тивĕ?

— Район территорийĕнче çакăн евĕр чăрмав ан пултăр тесе районти депутатсен Пухăвĕ 2004 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчи 5/147 №-лĕ йышăнăвĕпе «Комсомольски районĕнчи çын пурăнакан вырăнсенче йытăсене тата кушаксене усрамалли правилăсене» çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне 2012 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн «Комсомольски районĕнче çынсене тата чĕр чунсене уртаракан чир ересрен профилактика мерисене вăйлатасси çинчен» 524 №-лĕ постановленийĕ тухнă. Ăна «Каçал ен» хаçатра та пичетлесе кăларнăччĕ. Çак документсене вуласа хуçасăр йытăсемпе тата уртаракан чирĕн профилактикипе çыхăннă ыйтăвăрсем çине хурав тупма пултаратăр.

— Урмаел вăтам шкулĕнчи лару-тăру çинчен вара мĕн шутлатăр? Ачасене йытăсенчен хÿтĕлес тĕллевпе мĕн сĕннĕ пулăттăр?

— Чи малтанах, паллах, шкул территорине йытăсене кĕртме пăрахмалла, вĕсене столовăйри апат юлашкисемпе илĕртмелле мар, ачасене хуçасăр йытăсене уни-куни пăрахса пама юраманни çинчен каласа ăнлантармалла. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче килсенче йытăсемпе кушаксене усрассипе çыхăннă çÿлерех асăннă правилăсемпе паллаштармалла, хăйсен йыттисене пăхманнисене административлă майпа явап тыттарасси пирки аса илтермелле. Хуçалăхсенчи йытăсене кашни çулах уртаракан чире хирĕç вакцинацилемелле, вĕсене картишĕнче усрамалла. Енчен те хуçисем мĕнле те пулин сăлтавпа йытăран хăтăласшăн пулсан, ăна валли çĕнĕ хуçа тупма тăрăшмалла е районти ветеринари службине пырса вĕлерттерме ыйтмалла, урама çапкаланса çÿреме кăларса ямалла мар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика