Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мишерсем ташланă чух стенасем те «ташлаççĕ»

01 декабря 2010 г.

Асăннă ярăма малалла тăсатпăр. Хальхинче «Хыпар» тĕпелĕнче - тутарсем. Çулталăк каялла вĕсем патĕнче пулса йăли-йĕркине тĕпчеме, чей хатĕрлемешкĕн вĕренме тÿр килнĕччĕ. Пытармастăп: ăшă çав тĕл пулусем чунра ырă йĕр хăварнăччĕ. Паян вара Чăваш Республикинчи тутар наци - культура автономийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах пуçарăпăр.

Йăла-йĕркепе тĕн - пĕр кăшăлта

Тутарсем - Чăваш Республикинче пурăнакан чи йышлă диаспора шутĕнче. Вĕсем чăвашсемпе вырăссем хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпах-тăр тутарсен наци-культура автономийĕ те темиçе. Комсомольски, Патăрьел районĕсен, Канашпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен хăйсен автономийĕсем пур. Кунсăр пуçне, çÿлерех асăнтăм ĕнтĕ, республикăри тутар наци-культура автономине йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - Рашит Санзяпов. Асăннă автономи Канашĕн председателĕн тивĕçĕсене вара Чăваш тата Тутар республикисен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Фарит Гибатдинов пурнăçлать. Фарит Абдуллович çавăн пекех Каçал тăрăхĕнчи тутарсен наци-культура автономийĕн председателĕ шутланать.

Фарит Гибатдинов пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре 37000 яхăн тутар /2002 çулхи çырав тăрăх/ пурăнать. Вĕсем Патăрьел, Комсомольски, Йĕпреç, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче, республикăри хуласенче тĕпленнĕ. Тутар ялĕсем Чăваш Енре пĕтĕмпе - 16. Вĕсенчен ытларахăшĕ Патăрьелпе Комсомольски районĕсенче. 1507 киллĕ Шăнкăртам республикăра чи пысăк тутар ялĕ шутланать. 748 килти хуçалăхлă Урмаел - иккĕмĕш вырăнта.

«Республикăмăрта тĕрлĕ халăхăн 20 ытла наци-культура центрĕпе автономийĕ йĕркеленнĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ уяв, мероприяти ирттереççĕ. Çав организацисен ĕçне халăх е пĕтĕм тĕнчери пĕр-пĕр организаци хак парать. Пирĕн, сăмахран, Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕçтăвкомĕ пур. Вăл Хусанта вырнаçнă. Мăсăльмансен юлашки форумĕнче пире общество ĕçне туса пыракан чи лайăх регион тесе палăртнăччĕ. Чăваш Енри тутарсен ĕç-хĕлне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнăччĕ. Йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварас тесе эпир культура тата тĕн мероприятийĕсем пĕрле ирттерме тăрăшатпăр. Ара йăла-йĕркепе тĕн пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă-çке», - палăртрĕ Фарит Абдуллович.

Вĕсем республика тата район шайĕнче те питĕ нумай мероприяти йĕркелеççĕ. Вĕсене ятарлă план тусах çирĕплетеççĕ. Хаçат материалĕнче пĕр çыннăн шухăш-кăмăлне йăлтах уçса пама çук, халăхăнне вара - пушшех. Çавăнпа та тĕп уявсемпе пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки кăна сăмах пуçарăпăр.

Тутарсем культура «вучахĕсен» ĕçченĕсем, шкулсенче класс тулашĕнчи ĕçсене ертсе пыракансем валли курссем, семинарсем, вĕренÿсем тăтăш йĕркелеççĕ. Тутар литературипе искусствин кунĕсене ирттересси те йăлара. Тутар эстрада юррисен «Урмай моны» Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ пирки те вулаканăм илтнех. Мăсăльман юррисен «ART-MADHIA» регионсен хушшинчи фестивалĕн те сумĕ пысăк. Ăна кăçал 4-мĕш хут ирттернĕ. Асăннă фестивальсене ют çĕр-шывсенчи юрăçсем те нумаййăн хутшăнаççĕ. «Шăнкăртам вулавĕсем» конференципе «Сабантуй» наци праçникĕсем те халăха йышлă пухаççĕ. Сăмах май, кăçал Çĕнĕ Шупашкарсем те пуçласа Сабантуй ирттернĕ.

Тутарла тухакан хаçат-журнала ытларах Хусантан илеççĕ. Комсомольски салинче вара эрнере пĕрре, пĕр пин тиражпа «Вакыт» хаçат тухса тăрать. «Тутарсем ытларах «Атна», «Татарстан яшьляре», «Вакыт» хаçатсене çырăнса илеççĕ. Тутар ялĕсенчи вулавăшсене Мускавран «Тутар хыпарĕсемпе» Чулхуларан «Медина» хаçатсем килсе тăраççĕ. Çав вăхăтрах Фарит Абдуллович юлашки çулсенче хаçат-журнал çырăнса илесси вăйлă чакнине те пытармарĕ.

Фарит Гибатдиновпа Чăваш Енри тутар пултарулăх ушкăнĕсем пирки те сăмах пуçартăм. Вĕсенчен паллăраххисем - тăххăр. Халăх театрĕсем те, фольклор ушкăнĕсем те, эстрада студийĕсемпе ансамблĕсем те пур. Комсомольски районĕнчи Урмаелти культура çурчĕ çумĕнчи «Мишар» фольклорпа эстрада ушкăнĕ - чи сумли.

Арĕсем харсăр, пикисем çепĕç

«Мишар» фольклорпа эстрада ансамбльне вăл вăхăтра Урмаелти культура çуртĕнче вăй хунă Фарит Гибатдинов йĕркеленĕ. Сăмах май, халĕ Фарит Абдуллович Комсомольскинчи ача-пăча искусствисен шкулĕнче ĕçлет. Çитес çул асăннă ансамбль 25 çул тултарнине уявлама хатĕрленет. Çулсеренех вăл Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнать. Унта тĕрлĕ ăру çынни юрлама çÿрет.

«Мишар» ята хам сĕннĕччĕ, - каласа парать Фарит Абдуллович. - Вăл вăхăтра, тĕрĕссипе, «мишер» теме те хăранă. «Çапла ят пама епле хăятăр эсир?» - тĕлĕннĕччĕ Хусансем. Халĕ ку ансамбльшĕн унран хитре ят çук...

Тутарсен пĕр ушкăнне мишерсем теççĕ. Эпир Хусан тутарĕсенчен калаçу чĕлхипе - диалектпа уйрăлса тăратпăр. Тутар чĕлхин анăç диалекчĕпе пуплетпĕр. Унта ытти чĕлхерен кĕнĕ сăмах чылай. Характерпа эпир вĕрирех. Куславкка районĕнчи Кармăш салинчи тата Элменкасси ялĕнчи тутарсем вара Хусан тутарĕсен ушкăнне кĕреççĕ, вăтам диалектпа калаçаççĕ. Чăваш Енре тĕне кĕнĕ тутарсем /креçенкке тутарĕсем/ йышлах мар, вĕсем уйрăм ушкăн йĕркелемеççĕ».

Чăваш Енри мишерсен калаçăвĕ, характерĕ Чулхула тăрăхĕнчи мишерсенни евĕр. Чăн малтан кунта хĕсметри тутарсем тĕпленнĕ.

Маларах йĕркеленнĕ /XIV-XV ĕмĕрсенче/ тутар-мишер ялĕсен шутне Урмаел, Тутар Сăкăчĕ, Шăнкăртам кĕреççĕ.

Фарит Абдуллович пуçарăвĕпе «Мишар» ансамбль икĕ теçетке çул ĕнтĕ мишерсен ташшисене тĕпчет. Фарит Гибатдинов темиçе ташă та лартнă ĕнтĕ. Урмаелте чи лайăх ташăçăсене видео çине ÿкерсе илеççĕ, фильмсене пухса пыраççĕ. Кашни ташăн хăйĕн уйрăмлăхĕ. Тутăрсемпе ташлакан хĕрарăмсен «Алтын басу» тата йĕтресемпе ташлакан арçынсен ташшисем упранса юлнă. Сăмах май, тутарсен этемлĕхĕн черчен çуррийĕ те йĕтресемпе ташша тухать. «Типтереп бию» ятлă вăл ташă. Хăй вăхăтĕнче тутар халăх писателĕ Туфан Миннулин Урмаелте пулса «Мишар» ансамблĕн хастарĕсем, ял çыннисем епле ташланине курнă. Туфан абый: «Мишер ташшисем, уйрăмах арçынсен питĕ вăйлă. Кунта çынсем йăлт «уçăлса» каяççĕ: арсем харсăр арçынсем пулнине палăртаççĕ, хĕрарăмсем пурнăçри пекех çепĕç, лăпкă. Урмаелте çуртсем çирĕп. Анчах мишерсем ташланă чухне стенасем те «ташлама пуçлаççĕ», - тенĕ хавхаланса. Ун хыççăн вăл Урмаелти тутар-мишерсен ташшине Хусанти «Хусан» ансамбль репертуарне кĕртме сĕннĕ. Хальхи вăхăтра Хусансем мишерсен темиçе ташшине ташлаççĕ.

Тукай Мишертен пуçласа Урмаел таранах

Пирĕн калаçу «çăмхи» сÿтĕлнĕçемĕн Чăваш Енри тутар ялĕсен шăпи, пурнăçĕ патне те çитрĕ. Вĕсенчен кашни тĕрлĕ пулăмран, историрен пуян. Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнче пурăнакансен ăсталăхĕпе паллашма Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнаççĕ. Кунта яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сĕнĕвĕпе общество канашне йĕркеленĕ. Унта ялти 30 хастар çын кĕрет. Канаш президиумĕ, хăйĕн фончĕ пур. Вĕсем ларусем, канашлусем ирттереççĕ. Фонд шучĕпе шкула, тăлăхсене, пĕччен ватăсене пулăшаççĕ, ял уявĕсем ирттереççĕ. Тĕп тĕллев - ял пурнăçне хăтлăлатасси, çулсем тăвасси. Кăçал çуркунне Тукай Мишерте пысăк парк уçнă. Мĕн пур ыйтăва халăхпа пĕрле сÿтсе яваççĕ. Çав тĕллевпе «Нурлы иман» хаçат кăлараççĕ, ял сайтне те йĕркеленĕ. «Яла çамрăксене килĕшмелле тума май пур», - теççĕ Тукай Мишерте пурăнакансем. Хĕрсемпе каччăсем яла юлччăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем. «Сăмах май, нумаях пулмасть Тукай Мишерне кĕнĕ çĕрте чи çÿллĕ вырăнта юпаллă хапха туса хучĕç. Унтан сала ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Проектне рисовани вĕрентекенĕ Минхат Шакиров тунă», - пĕлтерет Ф.Гибатдинов.

Каçал тăрăхĕнчи Урмаел аякран хула пекех курăнать. Вырăнти халăх ун пирки шÿтлесе: «Урмаел - Чăваш Енри тутарсен тĕп «хули», - тет. Ку каларăшра чăнлăх та пур паллах. Кунта пысăк калăпăшлă мероприятисем ирттереççĕ. «Урмай моны», «Арт-Меджиа» фестивальсем пирки сăмах. Урмаелĕн те хăйĕн сайчĕ пур.

Çак ялта çуралса ÿснĕ Вагиз Камалетдинов художник пирки те асăнмасăр иртме çук. Унăн куравĕсем Хусанта, Шупашкарта, Комсомольски салинче пĕрре кăна мар иртнĕ. Вагиз Халимович ытларах пейзажсем ÿкерет. Унăн паллăрах ĕçĕсем: «Урмаелĕнчи урам», «Урмаел çыранĕсем», «Манăн çемье», «Зульфия», «Атте портречĕ», «Художник». Çавăн пекех Вагиз Камалетдиновăн искусствинче Владимир Высоцкин сăнарĕ тĕп вырăн йышăнать.

Мишерпе чăваш тумĕ пĕрешкел пулнă-и?

Тутарсен йăли-йĕрки пирки сăмах пуçарсан - вĕсем аслă ăру çыннисене хисеплени аса килет. «Пирĕн ялсенче пĕр килте темиçе ăру пĕрле пурăнать. Çемье пысăклансан аслăрах ывăлĕсене уйăрса кăлараççĕ, çав ялтах çурт лартма пулăшаççĕ. Ытти халăхăн ачи-пăчи килĕсенчен вĕçен кайăксем пек вĕçсе тухса хăй тĕллĕн «йăва» çавăрать. Тутарсем вара пĕрле пурăнма тăрăшаççĕ. Кашни тутар çемйинчех халĕ 3-4 ача. Ĕлĕкрех 8-10 пулнă. Нумаях пулмасть иртнĕ çырав та тутарсемшĕн лайăх кăтартуллă пулнăн, халăх йышĕ ÿснĕн туйăнать. Килти пĕтĕмлетÿ те çакна кăтартать: арăмпа хĕрĕм çырава хутшăннăччĕ», - пытармарĕ Фарит Гибатдинов.

Фарит Абдуллович каласа панă тăрăх - тутар хĕрарăмĕсен хушшинче тĕрĕ тĕрлесси тахçанах манăçнă. Апла пулин те тĕрленĕ япаласем арчасенче упранаççĕ-мĕн. Вĕсене ваттисем çамрăксене парса пыраççĕ. «Мишерсен авалхи тумĕ те упранса юлман. Вăл чăвашсенни евĕрлĕрех пулнă. Хĕрарăмсем килте тĕртнĕ япаласемпе çÿренĕ, хушпу-тухья евĕр япала та, кăкăр умне çакмалли те пулнă пирĕн... Ку енĕпе чăвашсем питĕ маттур: хăйсен тумне упраса хăварнă», - шухăшне палăртрĕ Фарит Гибатдинов.

- Раççейре мишерсем йышлă-и? - пĕлес килчĕ манăн.

- Пирĕншĕн ку пĕрре те интереслĕ мар. Хисепне палăртни хăех пайланас шухăшлине кăтартать. Эпир ун пек пайланасшăн мар, çавăнпа хамăра тутарсем тетпĕр.

Чăваш Республикинче мишер сăмахпа çыхăннă - 9 /Тукай Мишер, Мишер, Мишер Ишекĕ, Мишер Палтиел, Мишер Патирек, Мишеркасси.../, тутар сăмахпа çыхăннă 7 ял /Тутар Йăвашкел, Тутарла Кăнаш, Тутаркасси, Тутар Элпуç.../ палăртрăм. Çав вăхăтрах икĕ тĕрлĕ калани те тĕл пулать. Тимеш, Шурут, Сăкăт ялĕсене «мишер», «тутар» сăмахсем хушса та калаççĕ. Тутарсен тепĕр уйрăмлăхĕ - ачасене тутар ячĕсем кăна хуни.

Чăвашсем, тутарсем, мишерсем пирки каланă ваттисен сăмахĕсене тишкерес тĕк, вĕсемпе асăрхануллăрах, сыхăрах пулмаллине систернĕн туйăнать: «Тутар сакки çине саваламасăр ларма каламан», «Чĕнмен хăна тутар пек», «Мишере çуртна ан кăтарт, вырăса ятна ан кала», «Мишер пек чее çын çук»...

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика