Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШСАН, ХАТĔРЛЕНСЕН ÇИТĔНŸ ПУЛАТЕХ

12 июля 2008 г.

Çамрăк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт ăмăртăвĕсем ÿсекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас, çĕршыва юратма вĕрентес, патриотизм туйăмне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсене район шайĕнче те, республикăра та çулсеренех ирттереççĕ. Малтан вара шкулсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. Юлашки çулсенче çар вăййисенче Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекенсем районта çеç мар, республикăра та çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçал та вĕсем районта 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Июнĕн 28-мĕшĕ — июлĕн 1-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнче иртнĕ «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. «Зарницăра» (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем) пирĕн район чысне Анат Тимĕрчкасси шкулĕ хÿтĕлерĕ. Тăманлăвыçлисем республика шайĕнчи ăмăртура тăтăшах пулсан, анаттимĕрчкассисем пĕрремĕш хут. Апла пулин те вĕсем 22 команда хушшинче 8-мĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Республикăри «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсем пирки каласа пама эпĕ Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн директорĕнчен Юрий Николаевич Емельяновран ыйтрăм.

— «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсем иртекен вырăн Атăл хĕрринче вырнаçнă. Калама çук илемлĕ тавралăх. Вăйăсене çамрăк армеецсен республикăри юхăмĕн ертÿçи А.А.Золотов уçрĕ. Салам сăмахĕсемпе ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова, ЧР çар комиссарĕ А.А.Мокрушин, Раççей Геройĕ Е.Г.Борисов тата ытти хăнасем калаçрĕç, çамрăк армеецсене ăнăçу сунчĕç. Кăçал «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисен юбилей. Вĕсем 40-мĕш хут иртеççĕ. Шутласа пăхăр. Унта чи малтан хутшăннисем тĕрлĕ çĕрте вăй хурса тивĕçлĕ канăва та кайнă. Çак вăйăсем вĕсене кулленхи пурнăçра пулăшса пынă.

Пирĕн командăра 7 ача пулчĕ. Чи малтанах стройпа утас енĕпе тупăшрăмăр. Жюри çамрăк армеецсен хусканăвĕсене, командирăн çаврăнăçулăхне, командăсене тĕрĕс панине, ушкăн вĕсене кирлĕ пек пурнăçланине тĕплĕн сăнаса тăчĕ. Автомата стройра мĕнле тыткалани енĕпе те конкурс пулчĕ. Кунта эпир 7-мĕш вырăн йышăнтăмăр.

Тепĕр конкурс — «Равнение на знамена». Ятĕнченех палăрать ĕнтĕ, кунта патшалăх символне, ялава мĕнле тыткаланине, унпа пĕлсе усă курнине тĕрĕслерĕç. Пирĕн шкулти çамрăк армеецсем ку конкурса кĕртнĕ ĕçсене те япăх мар пурнăçларĕç. Артем Фадеев командир тĕрĕс ертсе пычĕ.

«Морское троеборье» конкурс хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать. Вăл виçĕ тапхăрпа пулать. Малтанах çамрăк армеецсем ялавсемпе усă курса тĕрлĕ паллăсем пачĕç, ăна «вуласа» тĕрĕс ăнлантарас енĕпе тупăшрĕç. Унта эпир пиллĕкмĕш вырăн йышăнтăмăр. Кунпа çеç ăмăрту вĕçленмерĕ-ха. Легость ывăтмалла пулчĕ. «Морской узел» çыхма тиврĕ. Виçĕ енлĕ ăмăртура эпир 7-мĕш вырăнта пултăмăр. Татьяна Шингалова, Иван Шингалов, Сергей Перьев çак конкурссенче ăсталăхпа палăрчĕç. Легость ывăтас енĕпе вара пирĕн командăри Саша Матвеева çитекенни никам та пулмарĕ. Артем Фадеев, Юля Яковлева, Катя Зверева тинĕс тĕввисене (морской узел) лайăх çыхрĕç.

«Военно-прикладное многоборье» конкурсра та ачасен тар кăлармалăх ĕçсем тума тиврĕ. Калашников автоматне тĕрĕс салатса пуçтарас енĕпе ăмăртрĕç, гранатăна тĕл ывăтрĕç, ура çинчен автоматран печĕç. Кунсăр пуçне бронежилетсем тăхăнса боеприпассене «КамАЗ» автомашина çине хăвăрт тиес, ун çине хăпарса ларас тата автомобиле хускатас енĕпе тупăшрĕç. Каярахпа вара мĕн тиенине васкаса вăхăтпа пушатма тиврĕ. Конкурс условийĕсем çавăн пек. Кунта Сергей Тумаков, Артем Зверев, Настя Шурбина, Ольга Андреева палăрчĕç. Пирĕн шкул ачисем 2-мĕш кăтарту турĕç.

«Вперед, юнармейцы!». Çавăн пек пулчĕ черетлĕ конкурс. Кунта химилле хĕçпăшалран хÿтĕленмелли тумтире тĕрĕс тата хăвăрт тăхăнмалла пулчĕ. Туризмпа çыхăннă конкурс та хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăчĕ.

«Штурм» конкурсра çамрăк армеецсен хырăмпа шума та, хăвăрт маневрсем тума та тиврĕ. Атакăна кайса палăртнă объекта тытса илмелле пулчĕ. Паллах, «аманакансем» те пулчĕç. Вĕсене пĕрремĕш пулăшу памалла. Пирĕн команда кăтартăвĕсене хакласа жюри 2-мĕш вырăн йышăннине палăртрĕ.

«Огневой рубеж» конкурсра пневматикăлла винтовкăсенчен тĕл пемелле. Кунта Катя Зверева, Юля Яковлева, Артем Фадеев, Иван Шингалов ăста снайперсем пулнине кăтартса пачĕç. 5 хутчен персе чылай очко пуçтарчĕç.

Боевой листок та кăлармалла пулчĕ. Ку енĕпе Катя Яковлевăпа Катя Краснова палăрчĕç. «Правоведение» конкурсра çамрăк армеецсен тестсем тăрăх гражданла оборонăпа, аманнисене пĕрремĕш пулăшу парассипе, çул-йĕр правилисене тĕрĕс пĕлес енĕпе, çарпа çыхăннă ыйтусене компьютер урлă хуравлама тиврĕ. Темиçе вариантран пирĕн командăри ачасем пурне те тенĕ пекех тĕрĕс хуравсем пачĕç. Юля Яковлева, Катя Зверева, Таня Шингалова, Артем Зверев, Артем Фадеев чăннипех те анлă тавракурăмлă. Вĕсем тăрăшнипе команда 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăйăсенче татах та тĕрлĕ конкурссем пулчĕç. «Золотая звезда генерала», «История юнармейского движения» тата ытти те. Вĕсенчи ыйтусене хуравлама пире хамăр шкулти истори учителĕ Г.А.Белкова, информатикăпа вĕрентекен А.Н.Николаев чылай пулăшу пачĕç.

Вăйăсем вĕçленнĕ. Киле кайма хатĕрленетпĕр. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнчи çамрăк армеецсем мĕнле ăмăртнă-ши; Япăх мар иккен. Пĕрремĕш вырăна тухма темиçе балл анчах çитмен. Пирĕн ачасем 3 тĕрлĕ кубоклă, Хисеп грамотисемпе команда 2-мĕш вырăн çĕнсе илнине ĕнентерекен Дипломлă пулчĕ. Каласан мухтаннă пек те, тăманлăвыçлисем республикăри «Орленок» çарпа спорт ăмăртăвĕсенче район чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç. Пире пулăшса пынă Ю.Игнатьева, Е.Басникова, А.Попова чĕререн тав сăмахĕ калатăп.

Малашнехи тĕллевсем — çитес ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленесси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика