Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăх - çитĕнÿсен çăлкуçĕ

21 июня 2008 г.

“Заря” ял хуçалăх кооперативĕ юлашки çулсенче сĕт суса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Кунта ĕнесене техĕмлĕ апатпа, витаминлă хутăшсемпе тăрантараççĕ. Сĕт туса илес технологие мĕнле пурнăçласа пынине ферма заведующийĕ Петр Васильевич Зверев йĕркелесе пырать. Ăна çеç-и? Унăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. П.Зверев пĕр вăхăт Германире те пурăнса курнă. Фермерсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Хăйĕн ĕçне пĕлсе тунине, ăсталăхпа палăрса тăнине хуçалăхăн кăтартăвĕсем туллин çирĕплетеççĕ. Вăл анчах мар, Петр Васильевич районти техник-осеменаторсен конкурсĕсене те тăтăшах хутшăнать, лайăх кăтартусем тăвать. Кăçал вара савăнтармаллипех савăнтарчĕ. Елчĕк районĕнчи “Прогресс” хуçалăхра иртнĕ машинăпа сĕт сăвакансен тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕçтерекен техниксен республикăри XXIX-мĕш ăмăртăвĕнче палăрчĕ. Палăрчĕ çеç мар, пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕ. Маттур, Петр! Çакă пирĕн районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Ăста, хăйсен ĕçне пĕлсе тăвакан специалистсем, ĕçченсем кашни хуçалăхрах пур.

Машинăпа сĕт сăвакансем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулнă. Унта “Слава” ял хуçалăх кооперативĕнчен кайнă Наталья Сейфуллина тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Ку япăх мар кăтарту. Наталья тăтăшах районта çак енĕпе иртекен ăмăртусене хутшăнать. Вăл яланах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика