Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ял-йыша пуçтарчĕ

18 июня 2008 г.

«Иртнисĕр пуласлăх çук»,-- теççĕ халăхра. Чăнах та, хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен, тăван кĕтесĕн историне кашнинех пĕлмелле. Акă, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан шурă çÿçлĕ ватăсем ялăн кун-çулĕпе тахçантанпах кăсăкланаççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Басниковсем – Виктор Васильевич, Григорий Васильевич тата Сергей Иванович – нумай тимлеççĕ. Вĕсем Шупашкарти, Чĕмпĕрти архивсене çитсе, вырăнти материала тĕпе хурса ялăн историне тĕпчеççĕ. Авалхи документсенче «Çĕнĕ Мăрат» тесе пĕрремĕш хут çырнине тĕпе хурсан кăçал ял пуçланнăранпа шăпах 350 çул иккен. Çак чаплă та сумлă юбилее пĕтĕм ял-йышпа паллă тăвас тесе йышăнчĕç. Çимĕк уявĕнче, июнĕн 15-мĕшĕнче, кашни урамранах капăр тăхăннă çынсем юрласа-ташласа ялти халăх музейĕ умне пуçтарăнчĕç. Унтан пысăк ушкăн вăтам шкул умĕнчи лапама çул тытрĕ. Кунта пурте картана тăрса вăйă юррисем юрларĕç, такмак каласа ташларĕç. Аслăрах çулхисем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç пуль çак самантсенче.

«Çĕнĕ Мăрат – районти пысăк ялсенчен пĕри. 275 килте 1000-е яхăн çын пурăнать»,– терĕ Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Муллин, савăнăçлă уява уçса. Район ертÿçи Геннадий Волков ял çыннисене юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çĕнĕмăратсем яланах ĕçчен те хастар пулнипе уйрăлса тăнине палăртрĕ. «Чи пахи – ачи-пăчи, ватти-вĕтти, тахçанах ялтан тухса кайса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакансем пĕрле пуçтарăнни, калаçса савăнни. Вăйă карти мĕне тăрать тата», – тăсрĕ хăйĕн сăмахне Геннадий Федорович. Çавăн пекех районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Георгий Киргизов, «Заря», «Рассвет» ЯХПК председателĕсем Анатолий Павловпа Михаил Афанасьев, шкул директорĕ Альберт Борисов та салам сăмахĕсем каларĕç. Ял уявне Мускавра пурăнакан Анатолий Немцев та килсе çитнĕ. Вăл аслă офицер пулнă, халĕ отставкăра ĕнтĕ.

Пысăк уява ял çыннисем тĕплĕн хатĕрленнĕ, урамсене тасатнă, тирпейленĕ. Йĕркелÿ комитечĕ вара «Чи тирпейлĕ хуçалăх», «Чи лайăх хушма хуçалăх» конкурссем йĕркеленĕ. Пĕрремĕш номинацире А.Михайлов, В.Павлов, В.Шуряшкин, Л.Васильева, В.Макаров, Н.Андриянов, Г.Макаров, П.Иванов, В.Андреев, В.Киргизов, В.Савинов хуçалăхĕсем палăрнă. Чи лайăх хушма хуçалăхсем - П.Петровăн, А.Чекушкинăн тата В.Павловăн. Вĕсем пурте парне илме тивĕçрĕç.

Концерт программи питĕ пуян пулчĕ. Вырăнти «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ чăваш халăх юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ. Уйрăм юрăçсем, ташлама юратакансем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Каçхине вара Шупашкартан килнĕ паллă юрăçсем концерт кăтартрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем те йышлă пулчĕç çак кун. Армреслингра, кире пуканĕ йăтса, ытти енĕпе вăй виçрĕç çамрăксем. Чи кăсăкли вара ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тытăçăвĕ пулчĕ. Финала тухнă Алексей Малышевпа Вячеслав Шельтямов пĕрремĕш вырăншăн кĕрешрĕç. Каччăсем иккĕшĕ те - спорт мастерĕн кандидачĕсем. Иртнĕ çулсенче районти Акатуйăн çĕнтерÿçисем те пулнă. Хальхинче вара вăйĕсем пĕр пек пулчĕç пуль, 15-20 минута яхăн тупăшса та пĕр-пĕрне çавăрса çапаймарĕç. Тĕп парнене - такана - пĕрле пĕçерсе çиме калаçса татăлчĕç Алешăпа Славик.

Çĕнĕ Мăрат ялĕ кун пек пысăк уяв чылайранпа курманччĕ. Вăл çĕрле çеç салютпа вĕçленчĕ. Ял-йыш пуçаруçăсене, йĕркелесе ирттерекенсене, спонсорсене чун-чĕререн тав турĕ. Çак аван йăлана малалла та тăсма сĕнÿ пачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика