02 апреля 2008 г.
Анат Тимĕрчкасси культура çуртĕнче алă ĕçĕсен выставкине йĕркелерĕмĕр. Чăннипех те ялта ылтăн алăллă хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Мĕнле кăна тĕрлеме, мĕн кăна çыхма пĕлмеççĕ пулĕ вĕсем? В.И.Владимирова çыхнă япаласем куçа илĕртеççĕ. Кофтăсем, тутăрсем, нускисем, чăлхасем, тапочкисем чăнах та хитре пулса тухнă. Вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен çыхнă. Чылай япалине ырă кăмăллă хĕрарăм курма пынисене, çывăх çыннисене парнелерĕ. "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа А.П.Яковлева Нарспипе Сетнер тĕлпулăвне шурă пир çине тĕрлесе кăтартнă. Çак тĕрĕпе юнашарах хальхи вăхăтри хĕрпе каччă. Ф.М.Егорова фермăра вăй хурать. Вăл кĕпесем çĕлеме юратать. Тĕррисем те чаплă. Ял халăхĕ Г.Ф.Чернова, Г.Н.Иванова, В.Т.Осипова ĕçĕсемпе пĕрре кăна мар киленнĕ. М.Шеверова пултарулăхĕ те тĕлĕнтерчĕ.
Источник: "Каçал Ен"