Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АРТИСТСЕНЧЕН КАЯ МАР

19 марта 2008 г.

Ырă ĕçсен çулне Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн ачисем ял халăхне хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пуçлас терĕç. Март пуçламăшĕнче вĕсем сцена çине илемлĕ юрăсемпе, илĕртỹллĕ ташăсемпе тухрĕç. Кỹршĕ ялсенче те пулчĕç вĕсем. Унта та çамрăк артистсене питĕ кăмăллă йышăнчĕç. Кашни юрă, ташă хыççăн куракансем вĕренекенсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Тăххăрмĕшсен чăваш тата вырăс ташшисем, Вероника Киргизован инди ташши, Катя Звереван хĕвелтухăçĕнчи халăхсен ташши, Оля Звереван "Буратино", иккĕмĕшсен "Утята", пил-лĕкмĕшсен "Брейк" ташшисем куракансен чĕрисене тыткăнларĕç, çыпăçуллă хусканăвĕсем тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах вĕсем 10-мĕш классем кăтартнă "Дикари" ташша тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Оксана Поляковăпа Сергей Николаев хальхи вăхăтри "Романтика" ташша сăнарлă кăтартса пачĕç. Вера Григорьева обручпа ташласа халăхăн чунне тыткăнларĕ. Юрăра та ачасем пултаруллă пулни, малалла ăнтăлни курăнать. Уçă та янăравлă сассисемпе вĕсем куракансене илемлĕ юрăсемпе саламларĕç. Оксана Надукова, Оля Зверева, Ирина Иванова, Сергей Перьев, Сергей Тумаков, Роберт Краснов, Наташа Яковлева, Настя Перьева, Альбина Яковлева, Ксения Кириллова ар- тистсенчен пĕрре те кая мар пулчĕç. Снежанăпа Виктория Павловасем вара чăннипех те маттур пулнине тепĕр хут кăтартса пачĕç. Вĕсем районта иртекен конкурссене хутшăнса та малти вырăнсене йышăнаççĕ. 5-мĕш класри ачасен "Циркачи" номерĕ пуриншĕн те тĕлĕнмелле парне пулчĕ. Алена Поляковăпа Ирина Зверева çамрăк клоунсем халăха култарчĕç, Алена Сорокинапа Маша Егорова гимнастика хусканăвĕсем туса тĕлĕнтерчĕç. Вĕсенчен виççĕмĕшсем те юлмарĕç. Залра ларакансем "Живая загадка" номера пăхса савăнчĕç, тупмалли юмахсем çине кăмăлтан хуравсем пачĕç. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн ачисем чăннипех те маттур. Вĕсем вĕренỹре малта, ĕçре сатур, юрă-ташăра пултаруллă. Ачасем малалла та халăха ырă ĕçсемпе савăнтарасса шанас килет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика