Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СЦЕНА ÇИНЧЕ - КИНСЕМПЕ ХУНЯМАСЕМ

12 марта 2008 г.

Кăçал Хĕрарăмсен уявĕ кĕçĕн Çăварнипе пĕр килчĕ. Çавна пула Çăварнине ăсатнине искусство шкулĕнче вĕренекенсем аван кăтартса пачĕç. Тукайри чи маттур кинсемпе хунямасем уява малалла тăсрĕç. Вера Петровнăпа аслă кинĕ Валя Казаковăсем, Зинаида Егоровнăпа унăн аслă кинĕ Ирина Красновăсем, Галина Михайловнăпа кĕçĕн кинĕ Оля Никитинасем сцена çине тухрĕç. Конкурс хунямасенчен пуçланчĕ. Вĕсем çĕнĕ çынсене пил парса кĕтсе илчĕç, мăнукĕсене юрласа çывăрттарса ячĕç, килти пăтăрмахлă саманта мирлĕ пурнăçа çавăрчĕç, пир тăрăхне тукмакпа шаккаса якатрĕç. Хунямасем скакалкăпа сикме тытăнсан халăх ура çине тăрсах саламларĕ. Маттур кинсем вара ĕне сума та пултарчĕç, хунямасем ача пăхнă вăхăтра ташă каçĕнче савăнчĕç, обруч та çавăрчĕç, çемьен тумтирне якатса тирпейлеме пултарчĕç. Конкурсăн юлашки номерĕ - кинсене хушпу тăхăнтартасси. Курса ларакансене кинĕсемпе тăхлачисем пĕрле юрласа ташласа савăнтар- чĕç. Конкурссем хушшинче хĕрарăмсене ялти каччăсем савăнтарчĕç. Денис Киселев купăс каласа юрлаттарчĕ, Т.Соловьева лартнă ташăсем вара пĕринчен тепри кăмăла çĕклерĕç. Уява библиотека заведующийĕ В.Толокнова йĕркелесе ертсе пычĕ, çавăн пекех искусство шкулĕн преподавателĕ Г.Степанова, Т.Соловьева учительница, клуб директорĕ И.Моторина уяв кăмăллă ирттĕр тесе нумай тăрăшрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика