Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн хыпаресем

01 марта 2008 г.

ЙĔЛТĔРÇĔСЕМ ĂМĂРТРĔÇ Раççей Çарĕн кунне халалласа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çарпа спорт уйăхлăхне ирттерчĕç. Вăл анлă мероприятисемпе пуян пулчĕ. Акă, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ питĕ хĕрỹ иртрĕ. Кашни йĕлтĕрçех хăйĕн класс чысне хỹтĕлесе пĕтĕм вăйран тăрăшрĕ. Апла пулин те 10-мĕш классене çитекенни пулмарĕ. О.Киргизова, Т.Шельтямова, Э.Карзакова, С.Горшкова, Д.Уткин, Э.Ильин, Е.Хурасев, А.Чернов пултаруллă спортсменсем пулнине çирĕплетрĕç. 8-мĕш классем иккĕмĕшсем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăна 11-мĕш класра вĕренекенсем тивĕçрĕç. Ăмăрту кашни класри ачасен туслăхне, спорта юратнине çирĕплетсе пачĕ. Çак кунсенче ачасем тулли кăмăлпа канчĕç, хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕç.

ХАВАСЛĂ ВĂЙĂ Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем уроксем хыççăн киле васкамаççĕ. Кунта тăтăшах тĕрлĕ мероприяти иртет. Нарăсăн 20-мĕшĕнче пурте Форт Боярд "пуянлăхне" шырама актовăй зала пуçтарăнчĕç. Т.В.Тихонова вожатăй Форт Боярд крепоçĕн историйĕпе туллин паллаштарчĕ. "Факел", "Огонь" командăсене тĕп сăмаха шыраса тупма, пуянлăх çĕнсе илме ăнăçу сунчĕ. Пуçланчĕ вара хĕрỹ тупăшу. Хурт-хăмăрсем хушшинче, шывра, тỹпере, эрешмен картинче ачасем ăмăртса тĕп сăмах тупсăмне шырарĕç. Пĕр минутра ĕçе пурнăçламаннисем тыткăна çакланчĕç. Тыткăнри юлташĕсене хăтарма вара ачасен ватă Ăсчах ыйтăвĕсене хуравламалла. Ачасем пĕлỹпе маттур пулчĕç. Анчах та тем пек тăрăшсан та Форт Боярд пуянлăхне çĕнсе илеймерĕç.

РЫЦАРЬСЕН ТУРНИРĔ Шкулта рыцарьсен турнирне ирттертĕмĕр.Турнира 7-9-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем хутшăнчĕç. Рыцарьсем малтанах тупа туса сăмах пачĕç. Пуçланчĕ вара ăмăрту. Тăхăр конкурсра вăй виçрĕç каччăсем, хĕрĕсем те айккинче вĕсене хавхалантарса пычĕç. Тĕл персе, сунара кайса, лаша çинче сиксе вăй виçни уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Хĕрсене сăвă-юрă парнелени те кăмăла кайрĕ. Юлашкинчен вара бал пулчĕ. Унта каччăсем малашнехи пурнăçра чăн-чăн рыцарьсем пек пулассине çирĕплетсе "хĕç" тытса тупа турĕç. Хĕрỹ турнирта А.Андрианов (9-мĕш класс) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна А.Сенатов (8-мĕш класс), виççĕмĕш вырăна П.Игнатьев (7-мĕш класс) тивĕçрĕç. Çĕнтерỹçĕсене парнесем парса чысларĕç. Жюри каччăсене малашне те патвар та хăюллă ырă кăмăллă çĕршыв хỹтĕлевçисем пулма сунчĕ. .

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика