16 февраля 2008 г.
Çак кунсенче Тукай ял поселенийĕн территорийĕнче профилактика кунне йĕркеленĕ. Районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси председателĕ Г.М.Киргизов, Тукай ял поселенийĕн специалисчĕ Р.Н.Афанасьева тата Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсем кунти ачасен пурнăçĕпе паллашнă. Рейд вăхăтĕнче Вутлан, Çĕнĕ Мăрат, Тури Тимĕрчкасси, Тукай, Тăманлă Выçли ялĕсенче пурăнакан 9 çемьере пулнă. Вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă, тĕрлĕ калаçу йĕркеленĕ. Тĕрĕсленĕ 3 çемьере ашшĕ-амăшĕсем эрех-сăрапа туслă, тăватă çемьере ачасене тивĕçлĕ воспитани памаççĕ. Пĕр çемьене вара хытах асăрхаттарнă. Енчен те малашне те çаплах пурăнсан, ачасене пăхмасан ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвараççĕ. Уйăхран унта тепĕр хутчен тĕрĕслевпе каяççĕ. Тепĕр çемьене, йĕркене кĕнĕрен, учетран кăларма йышăннă.
Источник: "Каçал Ен"