Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САЛТАК-ИНТЕРНАЦИОНАЛИСТА ХАЛАЛЛАНĂ ĂМĂРТУРА

13 февраля 2008 г.

Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче В.Тумаков салтак-интернационалиста асăнса самбо енĕпе шкул ачисен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Çакăнта хутшăнакан спортсменсем ирĕклĕ майпа та кĕрешеççĕ. Самбо енĕпе хатĕрлекен ятарлă тренерсем пирĕн районта вара çукрах. Шкул директорĕ Ю.Емельянов, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Е.Тихонов ăмăртăва саламлă сăмахсем каласа уçрĕç. Тухса калаçакансем спортсменсене салтак тивĕçне пурнăçласа вăхăтсăр пуç хунă ентешĕмĕрсем пек хастар пулма ырă сунчĕç. Хĕрỹ ăмăртура вăй виçекенсем чылайăн пулчĕç. Асанкасси вăтам шкулĕн спортсменĕсем Д.Рипанов, Р.Прокопьев, Н.Миронов, И.Калашников тĕрлĕ виçере малти вырăнсене йышăнчĕç. Çавăн пекех Я.Краснов, А.Леонтьев, А.Фадеев та пултарулăхпа палăрчĕç. Хĕрачасенчен У.Даниловăна (Асанкасси), Н.Павловăна (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), И.Николаевăна (Анат Тимĕрчкасси) çитекен пулмарĕ. Çĕнтерỹçĕсем çитес вăхăтра Шăмăршăра иртекен зона ăмăртăвĕнче çивĕч кĕрешĕве тухĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика