Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙЛИСЕМ ÇĔНТЕРЧĔÇ

06 февраля 2008 г.

2005 çултан пуçласа "Тав" компанин генеральнăй директорĕн, "Луч" ЯХПК председателĕн А.П.Капитоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешсе турнир иртет. Унта çулсеренех спортсменсем йышлăн хутшăнаççĕ. Кăçал кавир çине 17 категорире 128 кĕрешỹçĕ тухрĕ. Ăмăртăва А.Капитонов уçрĕ, ăнăçу сунчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов, ЧР ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн ертỹçи В.Семенов, "Тав" агрофирмăн ертỹçи В.Антонов, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.Муллин саламларĕç. Кĕçех кавир çинче хĕрỹ кĕрешỹ пуçланчĕ. 30, 38, 40 килограмлă арçын ачасем хушшинче кавир хуçисем чи пултаруллисем пулчĕç. Е.Козлов, М.Анисимов, А.Леонтьев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. В.Козлов (Патăрьел), А.Кочанов (Тăманлă Выçли), М.Максимов (Асанкасси) иккĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Ю.Степанов (А.Тимĕрчкасси), Г.Филиппов (Йĕпреç), В.Шарипов (Йĕпреç). 32, 35, 42 килограмлă виçеллисенчен патăрьелсем - В.Пыркин, А.Сеприханов, А.Алеев хастарлăхпа палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăна Р.Козлов (А.Тимĕрчкасси), В.Родионов (Асанкасси), С.Данилов (А.Тимĕрчкасси) çĕнсе илчĕç. А.Артемьев (А.Тимĕрчкасси), А.Лисицын (Патăрьел), С.Ильин (Комсомольски) - виççĕмĕш вырăнта. 54, 67 килограмлисенчен вара чи маттуррисем - Йĕпреç яшĕсем. Д.Орлов, Р.Петров тăван тăрăха пĕрремĕш призсемпе кайрĕç. Çĕнтерỹçĕсене выляса ярса иккĕмĕш вырăна Е.Петров (Йĕпреç), А.Артемьев (А.Ти-мĕрчкасси) çĕнсе илчĕç. В.Максимовпа (Асанкасси) И.Айдрахманов (Урмаел) виççĕмĕш пулчĕç. 50, 63 килограмлисем хушшинче асанкассисем чи вăйлисем: И.Калашников, Н.Миронов. В.Федотовпа (Патăрьел) И.Питимиров (Йĕпреç) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Р.Зинатуллин (Тукай Мишер), И.Юманов (Урмаел) виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Кавир çинче хĕрачасем те çĕнтерỹшĕн çине тăрса кĕрешрĕç. 25, 35, 42, 52 килограмлă виçесенче анатти-мĕрчкасси хĕрĕсене çитекенни пулмарĕ: К.Козлова, У.Данилова, К.Николаева, И.Николаева хăйсен виçисенче çĕнтерĕве алăран ямарĕç. Иккĕмĕш вырăна А.Сорокина, В.Бархонова, К.Зверева (пурте Тăманлă Выçли), Л.Яковлева (Йĕпреç), виççĕмĕшне М.Сорокина (Тăманлă Выçли), Н.Митюкова (Асанкасси), И.Кутузова (Патăрьел) йышăнчĕç. 29, 38 килограмлисем хушшинче К.Смирновапа Т.Соснова пурне те çурăмĕ çине хучĕç. Ж.Никифорова (А.Тимĕрчкасси), Л.Майзурова иккĕмĕш вырăна юлчĕ. Виççĕмĕш вырăнта - М.Егорова (Тăманлă Выçли), И.Андреева (А.Тимĕрчкасси). 58 килограмлă виçере финалта Настя Шурбина (Тăманлă Выçли) Л.Куракована (А.Тимĕрчкасси) çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. В.Семенова (А.Тимĕрчкасси) виççĕмĕш пулчĕ. Ăмăртусем çивĕч те хĕрỹ иртрĕç, вăйлисем, ăстараххисем çĕнтерчĕç. Çĕнтерỹçĕсене А.Капитонов дипломсем, медальсем, укçан премисем пачĕ. Командăсем хушшинче Анат Тимĕрчкасси команди (В.Х.Денисов) виççĕмĕш хут кубок çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш приза патăрьелсем илсе кайрĕç. Асанкассисем виççĕмĕш пулчĕç. Çак кун ăмăртусем кунпа çеç вĕçленмерĕç-ха. Анат Тимĕрчкасси çамрăкĕсен команди А.Капитонов юлташĕсен командине хирĕç футболла вылярĕ. 2:1 шутпа анаттимĕрчкассисем çĕнтерчĕç. Ăмăртусем вăхăтĕнче никама та тунсăхласа ларма май пулмарĕ, кăшкăрса хавхалантарчĕç, çĕнтерме вăй-хăват пачĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика