Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисем спортра маттур

08 декабря 2007 г.

Ачасене спорта явăçтарас тĕлĕшпе чылай ĕç туса ирттереççĕ. Районта та час-часах тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. Унпа пĕрлех шкулсенче те ачасем спортпа туслă. Акă, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче иртнĕ эрнере шашкăлла выляс енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ. Унта шкулти пур ача та хутшăннă. А.Борисов шкул директорĕ линейкăра çĕнтерỹçĕсене палăртнă. 11-мĕш классем çĕн-тернĕ. Вуннăмĕшсем - иккĕмĕш, тăххăрмĕшсем - виççĕмĕш вырăнта. Хĕрачасем хушшинче Кристина Плешковăна, арçын ачасем хушшинче Юра Прокопьева çитекенни пулман. Вĕсем - чи ăста вылякансем. Çавăн пекех пĕр-пĕринпе вăй виçес тĕллевпе Çĕнĕ Мăрат тата Тăманлă Выçли вăтам шкулĕсен ачисем волейболла вылянă. Çĕнĕ Мăрат каччисем тăманлăвыçлисене парăнтарнă. Тăманлă Выçли хĕрĕсем вăйăра Çĕнĕ Мăрат хĕрĕсене çĕнтернĕ. Туслă тĕлпулу пурин кăмăлне те кайнă. Халĕ Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче сĕтелçи теннис ăмăртăвĕсем пыраççĕ. Çĕнтерỹçĕсене çитес вăхăтра палăртĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика