Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРỸПЕ ТАВРĂНЧĔÇ

10 ноября 2007 г.

Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Заволжье тăрăхĕнче туристсен кунĕ иртрĕ. Кĕркуннехи "Ылтăн çулçă" слета республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен вăтăра яхăн команда хутшăнчĕ. Унта пирĕн шкулти учительсен тата вĕренекенсен командисем те ăмăртрĕç. Çитнĕ кунах тупăшусем пуçланчĕç. Кунта А.Емельянов, А.Перьев тата О.Андреева пултарулăхпа палăрчĕç. Тепĕр кунхине ăмăртăва официаллă йĕркепе уçрĕç. Малтанах триатлон енĕпе ăмăрту пуçланчĕ. Кунта С.Тумаков, Т.Шингалова вĕренекенсем шкул ачисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ю.Яковлева вара ачасен тупăшăвĕнче 1-мĕш, пĕтĕм туристсем хушшинче (унта аслисем те кĕреççĕ) 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Тăманлăвыçлисем шкул ачисен тупăшăвĕнче пĕр-ремĕшсем пулчĕç. Çав кунхинех капитансен конкурсĕ те иртрĕ. А.Фадеевпа С.Перьевăн тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама тиврĕ. Туристсен слечĕ тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. Акă, турист юррисен конкурсне эпир хавхаланупа хутшăнтăмăр. Я.Н. Ильин вĕрентекен баянпа ăста каласа пурне те тĕлĕнтерчĕ. М.Г.Никифорова гитарăпа юрăсем шăрантарчĕ. Тепĕр ăмăртура та пирĕннисем япăх мар енчен палăрчĕç, çитĕнỹсем те турĕç. Командăн карттă тăрăх КП тупмалла пулчĕ. Тăманлăвыçлисем ку тупăшура та малтисенчен пĕрисем пулчĕç. Ăмăрту тăршшĕпех биваксен конкурсĕ (палаткăсем вырнаçнă тăрăх) пычĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхе Э.В.Мурзаева, Т.А.Полякова, А.Н.Николаев вĕрентекенсем тытса пычĕç, вĕсемех ăмăртусенче те хастар пулчĕç. Кашни конкурс çĕнтерỹçисене медальсемпе тата дипломсемпе наградăларĕç. Командăна ăмăртусене Ю.Н.Емельяновпа Е.Г.Басников хатĕрленĕ. Пирĕн шкулти ачасем вĕсем пулăшнипе, çине тăнипе çулсеренех районти, республикăри конкурссенче мала тухаççĕ, çитĕ-нỹсем тăваççĕ, наградăсемпе таврăнаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика