20 октября 2007 г.
Вĕренỹре пултаруллă, обществăлла ĕçе хастар хутшăнакансене район пуçлăхĕ кашни çулах ятарлă стипенди парса тăрать. 2007-2008 вĕренỹ çулĕнче стипенди илме тивĕçнисем хушшинче Екатерина Волкован ячĕ те пур. Екатерина Волкова Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренет. Вуннăмĕш класра пĕлỹ пухать хĕрача. Вĕренỹ отличници вăл. Дневникĕнче, хăй пултаруллă, тăрăшуллă пулнипе, "4" тата "5" паллăсем çеç. Кирек мĕнле обществăлла ĕç хушсан та çийĕнчех тăвать. Спортпа та туслă. Илемлĕ литература вулама питĕ юратать Катя. Уйрăмах чăваш, ют çĕршыв писателĕсен детективла произведенийĕсене питĕ килĕштерет. Паллах, вулама юратаканăн тавракурăмĕ те анлă. Кĕнекепе туслă пулни ăна вĕренỹре нумай пулăшать. Туслăха хаклама пĕлет, тантăшĕсем, пĕрле вĕренекенсем ахальтен туртăнмаççĕ ĕнтĕ ун патне. Учительсем те хисеплеççĕ хĕрачана. Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче "Шкул республики" пур. Унта президент та, министрсен кабинечĕ тата шкул сучĕ те пур. Катьăна вара шкул сучĕн членĕ пулма шаннă. Килте ыранхи уроксене хатĕрленсе пĕтерсен хĕрача алла йĕппе çип тытать. Тĕррисем, юратса тĕрленĕрен, илемлĕ пулса тухаççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен е капăр чечексем, хĕвел е урăх эрешсем пулса тăраççĕ.Чĕнтĕр йĕппипе çыхма та хăнăхса çитнĕ вăл. Ашшĕпе амăшне хуçалăхра пулăшма та вăхăт тупать.
Источник: "Каçал Ен"