18 июля 2007 г.
Питрав йăли-йĕрки ялсенче еплерех сыхланса юлнине пĕлес шутпа Комсомольски районĕнчи хăш-пĕр яла çитсе куртăм. Вăйă картине пуçтарăнасси, уява хаваслă, юрласа-ташласа ирттересси сыхланса юлнă иккен халăхра. Кашни кун мар пулин те - утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче капăр тум тăхăнса урама тухма кăмăл тăвакансем чăвашсен хушшинче пĕтмен-ха, несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине тытса пырас текенсем пурах. Тукай ялĕнче пурăнакансем кăнтăрла иртсен культура керменĕ енне утрĕç. Кашни урамранах пуçтарăнчĕç пикесем. Пĕр картана тăрса хитре юрăсем шăрантарчĕç, ташларĕç. Çав вăхăтра кăтра хурăнсен айĕнчи хуранра Питрав яшки вĕрерĕ. Ваттисем çамрăк чухнехине аса илчĕç. Çамрăксем вĕсене кăмăлтан итлесе ларчĕç. Вăйă çакăн пекех Тури Тимĕрчкассинче иртрĕ. Ытти ялта та иртет çак уяв, анчах пуринче те мар. Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Зинаида Крылова хăй çамрăк чухне вăйă епле иртнине каласа кăтартрĕ. Паянхи уяв çур ĕмĕр каялла пулнинчен чылай уйрăлса тăрать иккен. Ун чухне пĕтĕм çамрăк пуçтарăннă. "Самани йывăр пулсан та вăйă питĕ хавас иртнĕ, çимелли пулман та савăнма пĕлнĕ эпир", - аса илет Зина аппа. Вăйă юррисем Микула кунĕнче шăранма пуçланă та Питравччен янăранă. Çак тапхăрта тĕрлĕ ялти çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашнă, шỹтленĕ, кулнă. Кашни ял хăйĕн вăййипе, сăвви-юррипе, ташшипе паллаштарнă.
Источник: "Хыпар"