Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял халăхĕ уявра савăнчĕ

12 июля 2007 г.

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Комсомольски районĕнчи Анат тата Тури  Тимĕрчкассисенче пурăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе  Питрав эрнинче ял уявĕ ирттереççĕ.  Тимĕрçĕсем пуçарса янă  ял 400 çул тултарнине пуçласа 2004 çулта уявланăччĕ, унтанпа кашни çулах чăваш кĕпи тăхăннă ял халăхĕ икĕ Тимĕрчкасси хушшинче ларакан шкул стадионне  алран-алла тытăнса вăйă картине пуçтарăнать. Эх, пуçланать  вара юрă-ташă, вăйă-кулă…

Кăçал та утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче сип-симĕс курăклă, яштак хурăнсемлĕ тÿрем хăнасемпе  ял ĕçченĕсене, ватти-вĕттине, çамрăксене  хăйĕн патне илĕртрĕ.  Уява  «Луч» колхоз председателĕ  А.П.Капитонов уçрĕ. «Хыпар Издательство çурчĕн гендиректорĕ-тĕп редакторĕ А.П.Леонтьев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  П.А.Муллин, шкул директорĕ В.А.Муллин тата ыттисем салам сăмахĕсем каларĕç.

Чăваш халăхĕн мĕнле уявĕ юрă-ташăсăр ирттĕр. Тимĕрчкассинчи фольклор ушкăнĕ чуна тивекен юрăсем шăрантарчĕ,  уйрăм юрăçсем илемлĕ те уçă сассисемпе савăнтарчĕç.  Каçалтан, кÿршĕ ялсенчен çитнĕ солистсемпе ташăçăсем  хавхалантарчĕç.  Сцена  çине хăпаракан кашни çыннах тăвăллăн алă çупса  кĕтсе илчĕç Тимĕрчкассисем, пĕрле  юрлама-ташлама та ÿркенсе тăмарĕç. 

Кире пуканĕ йăтса, канат туртса, эстафета чупса ăмăртрĕç  Анаткаспа Турикас çамрăкĕсем. Кĕрешес, вăй виçес текен те чылайăн пуçтарăнчĕ.  Чи хаваслă та хумхантаракан самант вара футбол вăййи пулчĕ. Çамрăксемпе ветерансен хушшинче туслăх çĕнтерчĕ. Патăрьел районĕнчен  килнĕ футбол команди вара 3:2 шутпа мала тухрĕ.

Уяв кунпа çеç вĕçленмерĕ-ха, каçхи программăна Шупашкартан çитнĕ эстрада юрăçисем тăсрĕç. Çĕрлехи тÿпене  фейерверк çутатнă хыççăн та темĕнччен савăнчĕ ял халăхĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика