Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » УЯВ ХАВАСЛĂ ИРТНĔ

11 июля 2007 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе "Луч" ялхуçалăх кооперативĕ çулсеренех ял уявне ирттерет. Кăçал та ăна июлĕн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Яланхи пекех унта халăх йышлăн пухăннă. Уява Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ П.А.Муллин уçнă, вăлах ертсе пынă. Салам сăмахĕсемпе "Луч" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ А.П.Капитонов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Р.Афанасьев, "Нива" агрофирма директорĕ Н.М.Перьев, "Слава картофелю" агрофирма директорĕ Х.С Идиатуллин, ентешсем, В.И.Ласточкин спортсмен, Çĕнĕ Шупашкар хулин шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Г.Плешков тата ыттисем те тухса калаçнă. Ял çыннисене малашне те пултаруллă пулма ăнăçу суннă. А.П.Капитонов çуракинче уйрăмах пултаруллă пулнă механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ăнăçлă ĕçлекенсене парнесем панă. Вырăнти художество пултарулăх коллективĕ, Тукай, Тăманлă Выçли ялĕсенчен килнĕ юрра-ташша юратакансем сцена çине тухнă. Шупашкарти артистсем те килсе çитнĕ. С.Павлов, С.Владимиров, Татьяна, О.Лукова тата ыттисем те халăха савăк юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрỹ иртнĕ. Вăй-хал енчен çирĕпписем эстафетăра ăмăртнă, кире пуканĕ йăтнă, волейболла, футболла вылянă, вĕрен туртнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе тĕп приза, такана, Эдуард Иванов çĕнсе илнĕ. Уяв вĕçленнине пĕлтерсе салют панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика