Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂÇАЛ ТА ЯПĂХ МАР ĂМĂРТНĂ

07 июля 2007 г.

Тăманлă Выçли вăтам шку-лĕнче вĕренекенсем спортпа туслă. Çакна районта иртекен ăмăртусенче туллин çирĕплетсе параççĕ. Тăтăшах унта малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ районти çамрăкармеецсен "Орленок" çарпа спорт ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ, республикăра тупăшаççĕ. Кăçал та вĕсем район чысне републикăри çамрăкармеецсем хушшинче хỹтĕленĕ. Çĕнтерỹçĕсем пулмасан та тăманлăвыçлисем хăйсене лайăх енчен кăтартнă. "Боевой листок" кăларас енĕпе вĕсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ỹкерчĕксене Людмила Прокопьева тунă. Çарпа патриотизм темисемпе Юлия Яковлевапа Татьяна Шингалова çырса хатĕрленĕ. Статьяра пĕр хушаматсем тăтăшах пулни вăл ачасем чăннипех те пур енĕпе те пултаруллă пулнине пĕлтерет.Çамрăк армеецсен теориллĕ ыйтусем çине те хуравлама тивнĕ. Кунта Юлия Яковлева вĕренекен юридиципе право ыйтăвĕсене лайăх пĕлнипе палăрнă. Вăл республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. "Мы защитники Отечества" конкурсра та тăманлăвыçлисем маххă паман. Вĕсем çар, çĕршыв историне лайăх пĕлнине туллин çирĕплетнĕ. Çакăнта шкулта истори, çар хăнăхăвĕсене вĕрентекен преподаватель тỹпи те пурах. Çамрăкармеецсен ăмăртăвне гражданла оборонăпа çыхăннă ĕçсем пулаççех. "Защита" конкурса Таня Шингалова, Артем Фадеев вĕренекенсем япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерстви йĕркеленĕ аманнисене пĕрремĕш пулăшу парас енĕ-пе ирттернĕ конкурсра Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекенсем тарăн пĕлỹпе палăрнă. Республикăри çамрăкармеецсем хушшинче 2-мĕш вырăн çĕнсе илни лайăх кăтарту тесе калама пулать. Дмитрий Фадеев хăйĕн ăсталăхне, пĕлĕвне лайăх кăтартса панă. Çамрăкармеецсен пушарниксем пулма ти тивнĕ. Командăри кашни ачанах пушар сỹнтерекен ĕçре вăй хуракансен тумтирне хăвăрт тăхăнса, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса вут-кăвар сỹнтермелле пулнă. Кунта та пирĕн спортсменсем 1-мĕш вырăн йышăннă. "Статен и строен, уважения достоин" конкурс стройпа утас енĕпе пулнă. Юля Яковлева, Оля Андреева, Артем Зверев çам-рăкармеецсен ăсталăхне жюри пысăка хурса хакланă. Уйрăмах Артем Фадеев командир пултарулăхне палăртнă. Стройпа утнă вăхăтра чи лайăх юрă янратакан çын - Таня Шингалова пулнă. Тинĕс çар нумайенлĕхĕ тĕрлĕ пайран тăнă. Таня Шингалова ялавпа тĕрлĕ сигналсем кăтартнă. Вĕсене ăнланса çырса палăртаканĕсем С.Перьев, А.Шурбина пулнă. Ку ăмăртура Тăманлă Выçли вăтам шкулĕнче вĕренекен çамрăкармеецсем 3-мĕш вырăн йышăннă. Асăннă шкулта вĕренекенсем спорт енĕпе хастар пулнине ытти ăмăртусем те кăтартса панă. Легосьте инçерех ывăтас енĕпе А.Павловпа С.Наумов мала тухнă. "Вязание морских узлов" конкурсра Димитрий Фадеев, Юлия Яковлева, Александр Фадеев палăрнă. Вĕсем республикăра 2-мĕш вырăн йышăннă. Çар ĕçĕн ăмăртăвĕ 17 енпе иртнĕ. Артем Зверев, Сергей Перьев, Сергей Тумаков, Юлия Яковлева кунта хăйсем чăннипех те çамрăкармеецсем пулнине çирĕплетсе панă. Вĕсен тата конкурса хутшăнакан ытти вĕренекенсен автомата салатса пуçтармалла пулнă, гранатăна тĕл ывăтма тивнĕ. Ỹкекен мишеньсене тĕл лектерсе ỹкермелле тата ытти те, тата ытти те. Кунта та тăманлăвыçлисем хăйсене лайăх енчен çеç палăртрĕç. "Один поле не воин" ăмăртура ачасен хырăмпа та, чĕркуçленсе те , айккăн çĕр тăрăх шума та тивнĕ. Сапаланса атакăна та чупмалла пулнă. Велосипедпа тĕрĕс фигурăсем туса ярăнас енĕпе Артем Зверев, Юлия Яковлева ăнăçу тунă. Командăна тутлă апат-çимĕçпе сăйлакана асăнмасăр хăварма та çук. Ольга Киргизова ку енĕпе яваплă пулнă. Çамрăкармеецсем унăн ĕçĕпе кăмăллă юлчĕç. Команда параппанçине Юлия Яковлевана та ачасене хавхалантарса пынăшăн тав тăвас килет. Командăра 13 ача пулнă. Çамрăкармеецсене Ю.Н.Емельяновпа Е.Г.Басников учительсем хатĕрленĕ, хăнăхусем панă. Республикăри конкурса ачасене А.Г.Попов водитель илсе кайнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика