Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЛЕСЕН ТУХĂÇĔ ТЕ, УКÇИ ТЕ ПУЛАТЬ

23 мая 2007 г.

Çурхи илемлĕ кунсем шăранса тăраççĕ. Районти хуçалăхсем хĕрсех çуракинче тăрăшаççĕ. "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕçченсем те çак вăхăтпа туллин усă кураççĕ. Тунтикун тĕлне кунта çурхи тĕштырă культурисене 350 гектар çинче акнăччĕ.Кĕрхи тырăсем 170 гектар йышăнаççĕ. Çĕрулми те лартма пуçланă. Иртнĕ çул "икĕмĕш çăкăр" 80 гектар йышăннă пулсан, кăçал ун лаптăкне 100 гектара çити ỹстересшĕн. Хĕвеланăç Европа технологийĕпе, халăхра ăна Голланди меслечĕ теççĕ, çитĕнтереççĕ ăна кунта. Агротехника ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçланипе тухăçĕ те аван пулать. Акă, пĕлтĕр вăтам тухăç 303 центнерпа танлашнă. Çакă _ районти иккĕмĕш кăтарту, "Слава картофелю" агрофирмăн тухăçĕ 391 центнер пулнăччĕ. 2006 çултан пуçласа районта çĕрулми туса илес енĕпе ăнăçлă хуçалăхсен палăртаççĕ. Çак йышра иккĕмĕш вырăнта тăраççĕ тукайсем. Тунтикун тĕлне "Рассветра" çĕрулмине 24 гектар çинче лартнă. Анчах, хирсем типсе ĕлкĕрейменнипе, вĕсенче техника путать. çавăнпа вăхăтлăха ĕç чарăннă. Йĕтем çинче "иккĕмĕш çăкăра" суйлаççĕ, касса хатĕрлеççĕ. Пысăк йышпа ĕç ỹсĕнсех пырать. "Рассвет" ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх те ăнăçлă хĕл каçнă. Паянхи кун кунта талăкра кашни ĕнерен вăтамран 20 литр сĕт сăваççĕ, ку енĕпе районта малта пыраççĕ. Комбикорма хуçалăхра дробилкăпа хăйсемех тăваççĕ, ун çине хушмаллине çеç Чулхуларан кỹрсе килеççĕ. Кормораздатчик туянни вара ферма ĕçченĕсен ĕçне самаях çăмăллатать. Сыснасем 600 пуçа яхăн, вĕсен ỹтхушаслăхĕ аван. Анчах ял ĕçченĕсене самăртса çитернĕ выльăха какая йỹнĕ хакпа йышăнни пăшăрхантарать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталра тĕрлĕ реализаципе "Рассвет" 8 миллион та 917 пин тенкĕ услам илнĕ. Кỹршĕллĕ ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, çак кăтарту темиçе хут пысăкрах. Колхозниксен ĕç укçине те ỹстерме пултарнă. Кунта вăтам ĕç укçи 3744 тенкĕпе танлашать, çакă районăн вăтам кăтартăвĕнчен çỹллĕрех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика