Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАШНИ ЯЛТАХ - ТĔСЛĔХЛĔ БИБЛИОТЕКА

23 мая 2007 г.

Районти библиотекăсем пĕрин хыççăн тепри "моделлĕ" статус илеççĕ. Вулавăшсен малтанхи çурчĕсене юсаса çĕнетеççĕ, тĕрлĕ оргтехникăпа, компьютерпа тата ыттипе тивĕçтереççĕ. Кĕнеке фончĕ те пуянланать. Майăн 21-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи библиотека та тĕслĕхлĕ пулса тăчĕ. Районта вăл шучĕпе вунулттăмĕш пулсан, Тукай ял поселени территори-йĕнче - тăваттăмĕш. Урăхла каласан, çак поселенири кашни ялти вулавăшах тĕслĕхлĕ. Юсав ĕçĕсене культура çуртĕнче ĕçлекенсем хăйсен вăйĕпех тунă: стенасене якатнă, шуратнă, сăрланă, алăксене улăштарнă, тирпейленĕ. Вулакансем те май пур таран пулăшнă. Ял çыннисене паллă кун ячĕпе район администраци пуçлăхĕн заместителĕ Георгий Киргизов, культура пайĕн начальникĕ Василий Васильев, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Муллин, ялти ветерансен совечĕн председателĕ Сергей Басников ăшшăн саламларĕç. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле савăнма "Заря" кооперативран, Çĕнĕ Мăратри вăтам шкултан, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен те пынă. Шкул ачисем те айккинче юлман. Районти тĕп библиотека директорĕ Мария Мокеева "Манăн пĕрремĕш библиотека" тата "Çемье тĕнчи" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Çывăх вăхăтрах компьютера интернетпа çыхăнтармалла, вара Шупашкарти наци библиотекинчен кунта çук документсене электронлă почта урлă илме пулĕ. Темиçе çул каярах çак пулмасла япала пек туйăннă пулсан, паянхи кун юмах пурнăçа кĕчĕ темелле. Çĕнĕ Мăратри ял библотеки культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Вăл темиçе çул хутăнман. Кăçал вара, хутса ăшăтмалли сезон пуçланнă тĕле, ăна газификацилесшĕн. Котельнăйне купаласа лартнă ĕнтĕ, газ хуранĕсем вырнаçтарасси пирки подрядчиксемпе килĕшỹ тунă. Тепĕр пысăк ĕç - çивиттине витесси. Унсăрăн юсав ĕçĕсем туни те харама каять. Петр Муллинпа Василий Васильев укçа-тенкĕ тупса çак ĕçе кăçалах пурнăçламаллине палăртрĕç. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика