19 мая 2007 г.
Çĕнĕ Мăрат ялĕнче 1990 çулта халăх музейĕ уçăлнă. Унта унчченхи "Заря" колхоза кĕнĕ Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Вутлан, Тăманлă Выçли ялĕсенче çуралса ỹснĕ, пурăннă, ĕçленĕ çынсен кун-çулне, историне кăтартса паракан экспонатсем пуçтарнă, йĕркелесе хатĕрленĕ. Вĕсене 8 пỹлĕме вырнаçтарнă. Сăмахран, этнографипе çыхăннă материалсем çеç 3 зал йышăнаççĕ. Кунта çĕр çинче пурнăç мĕнле пуçланса кайнинчен пуçласа паянхи кун аталанăвне кăтартакан япаласене пăхма пулать. Сăмаварсем, чỹлмексем, мамонтăн асав шăлĕ, шăммисем... Ăçтан пурне те асăнса пĕтерĕн? Иккĕмĕш пỹлĕмре вара куракансем валли чăвашсен ĕлĕкхи тумтирĕсем куç умне ỹкеççĕ. Паянхи шкул ачи чаппан, тăлăп мĕнне те пĕлмест пулĕ? Тархасшăн, музейра вĕсене пăхма пулать. Хресченĕн ХVII-ХIХ ĕмĕрсенчи пурнăçне сăнласа параканни вăл - хура пỹрт. Унти экспозицире савăт-сапа пур, хĕрарăмĕ вучах чĕртнине, упăшки ĕçрен килнине сăнланă. Совет влаçне туса хурас енĕпе çак тăрăхра мĕнле лару-тăру пулнине те музей залĕсем тăрăх çỹресен курма пулать. Б.Александров, П.Орлов паттăр милиционерсем пирки каласа пани те пур. Коллективизаци тапхăрĕ те çăмăлах пулман. Колхозсем мĕнле аталанса пынине кăтартакан документсем те музейшăн та, унта килекенсемшĕн те паха. Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çине 4 ялтан пурĕ 702 çын тухса кайнă, вĕсенчен 364-шĕ каялла таврăнайман. Мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă ветерансен наградисем, паттăррăн пуç хунă салтаксем çинчен каласа панисем, фронтран янă çырусем паян пурăнакан ачасене интереслентермелле. Тепĕр залра вара предприятисен, учрежденисен, организацисен ĕçĕ-хĕлне çутатса панă. Кунтах Вутланри ача çурчĕ çинчен те пĕлме май пур. Тăватă ялта çуралса ỹснĕ, каярахпа çĕршывра палăрнă çынсемпе паллашма та кăмăллă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ỹсĕмĕсем пирки тĕплĕн пĕлме пулать. Музея "Заря" колхоз вăйĕпе хута янă. Вăл вăхăтра хуçалăха Г.М.Киргизов ертсе пынă. Тăван тавралăх историне упраса хăварас, пулас ăрусене кăтартас ĕç сăваплă.
Источник: "Каçал Ен"