Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔ МАРШРУТ УÇĂЛЧĔ

07 февраля 2007 г.

Иртнĕ çул вĕçĕнче Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакансемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Ноябрь уйăхĕнче Комсомольскине тỹртен хывнă асфальтлă çул хута кайрĕ. Кăçал вара - тепĕр ырă пулăм. Февралĕн 2-мĕшĕнче Канаш-Тăманлă Выçли маршрутпа автобус çỹреме пуçларĕ. Вăл Комсомольскинчен ирхине 7 сехетре тухать. Ун хыççăнхи рейссем 13.00 тата 17.10 сехетсенче пулаççĕ. Ку рейса уçни çулçỹреве хăвăртлатать, укçа-тенкĕне те перекетлеме май парать. Комсомольскинчен килнĕ вăхăтра автобус Вăрманхĕрри Чурачăк ялне те кĕрсе тухать. Çавăнпа вăл ял çыннисемшĕн те паха. Пĕрремĕш рейса тăманлăвыçлисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Культура ĕçченĕсемпе ял халăхĕ автобусшăн чăннипех хĕпĕртенине юрă-ташăпа палăртрĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне К.С.Мифтахутдинова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне В.И. Кириллова, район пуçлăхне Г.Ф.Волкова тата яла автобус çỹремелли тăвас енĕпе тăрăшнă ытти çынсене чĕререн тав турĕç. Ял çыннисене çак паллă пулăм ячĕпе "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕ, С.Печникова юрăç саламларĕç. Маршрут уçăлнă. Анчах та халăх çỹремесен, билет сутăнмасан вăл хупăнас хăрушлăх та пур. Çавăнпа та кашнин çул çине тухнă май çакна шута илмелле. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика