Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акă вĕсем, аннесем — тĕлĕнмелле ăстасем

26 ноября 2021 г.

Анне — кашни çыншăн чи çывăх, чи хаклă, чи юратнă çын. Аннен ырă йăл кулли, унăн çепĕç аллин ăшши, хавхалантарса каланă сăмахĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра упранаççĕ. Ача чухне те, çитĕнсен те анне сăнарĕ пире малалла талпăнма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хавхалантарать. Çак тĕлĕнмелле çынсене — аннесене — халалласа ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра савăнăçлă мероприяти иртрĕ.
Çак кунсенче республикăра тепĕр пысăк уява — Чăваш тĕррин кунне паллă тунине кура мероприятин хаклă хăнисем ăста алăллă аннесем пулчĕç. Людмила Шорникова, Зинаида Киргизова, Валентина Самаркина, Алина Афанасьева, Елена Сорокина, Любовь Филиппова, Надежда Абдюшева алĕç тăвассипе пуринчен те ирттереççĕ, пушă вăхăт тупăнсанах юратнă ĕçĕпе аппаланса илем тĕнчине сăнарлаççĕ. Район çыннисен вĕсем илемлетнĕ япаласемпе паллашма пĕрре çеç мар май пулчĕ ĕнтĕ. Акатуйсенче, тĕрлĕ куравсенче, конкурссенче, хаваслă уявсенче вĕсен ĕçĕсем мероприятие хăйнеевĕрлĕх, илемлĕ сăн кĕртеççĕ.
Пуçтарăннисене район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ Радий Басников, ЧР Хĕрарăмсен Канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Макарова Анне кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, çемьере телей, пултарулăхра ăнăçу сунчĕç. Элпуç ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ пурне те юрă-ташăпа, Комсомольскинчи «Рябинушка» ача садне çÿрекенсем видеосалампа савăнтарчĕç.
Уява килнĕ аннесем хăйсемпе кĕскен паллаштарчĕç, алă ĕçĕпе хăçан тата мĕнле интересленсе кайни çинчен каласа пачĕç, ăсталăх класĕ ирттерчĕç. Инна Ядрова вĕсене пушă вăхăт тупса уява хутшăнма май çитернĕшĕн ăшшăн тав турĕ, малашне те çакăн пекех хастар пулма сунчĕ, кашнинех Тав хучĕпе чысларĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика