Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунпĕр çул вунпĕр кун пек иртсе кайрĕ

27 мая 2021 г.

Мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши çак куна кĕтсе? Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне аслисем çине пăхса хамăр та хул пуççи урлă хĕрлĕ лента çакса утнине куç умне кăлараттăмăр. Мĕнле пулăпăр-ши эпир 11-мĕш класа çитсен тесе шутлаттăмăр. Акă кĕтнĕ кун та вĕçтерсе çитрĕ. Шкултан вĕренсе тухнăпа пĕрех ĕнтĕ. Юлашки шăнкăрав та янăрарĕ. Эпир те шкул линейки умне тухса тăтăмăр. Темле ытла кĕтмен çĕртен пулнă пек туйăнса кайрĕ. Паллах, эпир уява хатĕрлентĕмĕр, ташă-юрă вĕрентĕмĕр, тав сăмахĕсем çыртăмăр. Çапах 11 çул ытла та хăвăрт иртсе кайрĕ пек туйăнать. Унччен кĕтнĕ пулсан çак куна халĕ вăхăта чарма та çук — ытла хăвăрт чупать.
Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи шăнкăрав пирĕншĕн юлашки хут янăрарĕ. Паллах, ку шкула эпир тăван кил пек шутлама хăнăхнă та, малашне те кунта килсе çÿрĕпĕр. Анчах урок вăхăтĕнче парта хушшине тек кĕрсе лараймăпăр. Уявра пире нумайăн саламларĕç. Шкул директорĕ Альберт Соломонович Борисов тата Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Роза Николаевна Афанасьева тав хучĕсем парса чысларĕç. Пурте алă çупни, паллах, пăлхантарчĕ пире. Пĕрре савăннипе кулас килет, тепре хурланнипе куççулĕ те капланать.
Пирвайхи учитель, вăл пĕлÿ тĕнчине алăран çавăтса ертсе кĕни хăй вĕрентнĕ ачасен асĕнче яланлăхах юлать. Пирĕн те çавах. Уявра пире пĕрремĕш вĕрентекенсем — Роза Митрофановна Басникова, Марина Геннадьевна Никифорова, Людмила Елизаровна Сенатова пурнăç çулĕпе тÿрĕ утма ăс парса ăнăçу суннине нихăçан та манас çук. Тавах вĕсене. Пире пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе, туслăха хакласа пурăнма хăнăхтарнă класс ертÿçисене Ольга Петровна Соловьевăна, Валентина Васильевна Басниковăна, Александр Николаевич Николаева —чунтан тав тăватпăр. Киле парса янă ĕçсене тепĕр чухне вăхăтра тумасан вĕрентсе ятланăшăн тавтапуç. Ĕçе вăхăтра та тĕплĕ тума хăнăхтарнă вĕсем пире.
Çывăх вăхăтра пирĕн экзаменсем тытмалла пулать. Çак тĕрĕслев витĕр тухма пире чунтан тăрăшса хатĕрлентерекенсене каламашкан ăшă сăмахсем çитерме те çук пуль. Ăнланманнине ăнланма пулăшнăшăн, кахаллăха хăвалама хистесе хăнăхтарнăшăн пур вĕрентекене те çĕре çити пуç таятпăр.
Уявра вальс ташласа çаврăннă чух та, тав туса юрă шăрантарнă чух та чунра иккĕлле туйăм хуçаланчĕ. Пĕрре шкул пĕтернишĕн савăнатпăр та, тепре хурланатпăр та. Кунта эпир тĕрлĕ предмета вĕреннисĕр пуçне волонтер та пултăмăр, шырав ĕçне те хăнăхрăмăр, спортпа та туслашрăмăр. Кичемленсе ларма вăхăт пулманпа пĕрех пирĕн. Час-часах тĕрлĕ экскурсисене, шырава çар тата археологи экспедицийĕсене тухса çÿрерĕмĕр, Мускаври форумсене те хутшăнтăмăр. Çавнашкал майсем туса панăшăн эпир шкул директорне Альберт Соломонович Борисова, Валентина Анатольевна Филипповăна пуç таятпăр.
Пирĕн класра 8 ача. Вĕсенчен 3-шĕ — Комсомольски район пуçлăхĕн стипендиачĕсем, пĕри Чăваш Республикин пуçлăхĕн стипендиачĕ ята тивĕçрĕ. Спортсменсем те, пулас художниксем те, программистсем те пур пирĕн хушăра.
Уявра пире шкулти чи кĕçĕн туссем — 1-мĕш классем — саламларĕç. Çитес экзаменсенче 100 балл пухма сунчĕç вĕсем пире. Эх, çапла пултăрччĕ! Эпир вара шкулпа сыв пуллашнă май хамăртан кĕçĕннисене — 1—9-мĕш классенче вĕренекенсене çапла калатпăр: «Ачасем, туссем, эпир сирĕнпе тĕл пулăпăр-ха, паллах. Анчах малашне, эпир кунтан кайсассăн, эсир аслисем пулатăр. Шкул ятне ан ярăр! Ял ятне çÿле çĕклĕр! Пирĕн шкулта вĕренекенсем унта мала тухнă, кунта ырă ĕçпе палăрнă тенине çеç илтер эпир. Вĕрентекенсене тимлĕ итлĕр те тăрăшса вĕренĕр! Чипер юлăр!»
Çĕнĕ Мăрат
вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухакан 11-мĕш класс

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика