Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă пулмасан шăпам урăхларах пулатчĕ

13 ноября 2020 г.

Суня аппа — Александра Марковна Прокопьева — Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çакăнтах пурăнать. Вăл 1930 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Суня аппа çак кунсенче сумлă юбилейне паллă турĕ — 90 çулне уявларĕ.
«Çав хаяр вăрçă тухман пулсан урăхларах пулатчĕ пуль ман шăпам», — тет ассăн сывласа Суня аппа. Унăн ашшĕ Марк Кузьмич Прокопьев вăрçă тухсан мăшăрне Пелагея Тимофеевнăна виçĕ пĕчĕк хĕрĕпе хăварса фронта тухса кайнă. Кĕçĕнни ун чухне виççе кăна кайнă пулнă. Пуçланнă вара нушаллă пурнăç. Амăшĕ вăрман каснă çĕрте ĕçлеме пикеннĕ. Пĕррехинче вăл унтан йывăр аманса таврăннă. Хăрах алли — хуçăлнăскер кайран мĕн виличчен те тÿрленеймен.
Сунян, çемьери аслă хĕр пулнă май, шкул пăрахма тивнĕ. Вăл ун чухне 6-мĕш класа çÿренĕ пулнă. Аван вĕреннĕ пулсан та малалла пĕлÿ илеймен вара. Килти пур ĕç те ун çине тиеннĕ. Мĕн пĕчĕкренех колхоза ĕçе чупнă Суня аппа: çум çумланă, йĕтем çинче тăрăшнă. Каярахпа акана та тухнă, сеялкăпа ĕçленĕ. Пĕррехинче акара чухне саппунĕ çилпе вĕл-вĕл вĕçсе сеялка кустăрминчен çакланнă. Аран вилĕмрен хăтăлса юлнă вăл.
Ашшĕне вăрçăран кĕтсе илеймен вĕсем. Амăшĕн те сывлăхĕ хавшасах пынă. Суня чирлĕ амăшне те пăхнă, колхоз ĕçĕсенчен те пĕр кун та юлман. 60 çула çитичченех колхозра вăй хунă вăл. Тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕрре кăна мар Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Икĕ хутчен ял совет депутатне, 1979 çулта район совет депутатне суйланă ăна.
Чирлĕ амăшне шеллесе /амăшĕ 75 çулччен пурăннă/ Суня аппа качча кайма та шутламан. Вăл хăйех хăтлă çурт çавăрма вăй çитернĕ. Халĕ те унăн чÿречисем çинче çеçкесем куçа илĕртсе лараççĕ, пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Суня аппа — хăй тĕллĕн вĕреннĕ чаплă çĕвĕç. Таврари ялсенчи хĕрарăмсем пурте тенĕ пекех ун патне кĕпе çĕлеттерме çÿренĕ. Ăçтан вăхăтне тупма пултарнă-ши вăл? Халĕ те чăваш кĕпи çĕлекенсем ун патне канаш ыйтма пыраççĕ.
Кинемей Анюта йăмăкĕн ачисемпе мăнукĕсене питĕ юратать, вĕсем те пăрахмаççĕ ăна. Акă, Кольăпа унăн мăшăрĕ Света тăтăшах Суня аппа патне килсе çÿреççĕ. Аякра пурăнаканнисем те ăна манмаççĕ. Çак кунсенче юбилей кĕрекине ларнă Суня аппана 90 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Г.ВОЛКОВА,
В.ПЕЧНИКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика