06 марта 2020 г.
Кашни çулах çулталăк вĕçленнĕ хыççăн тунă ĕçсене пĕтĕмлетесси, ырă енсемпе çитменлĕхсене сÿтсе явасси, малашнехи плансене палăртасси йăлана кĕнĕ. Çавна май мартăн 4-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче ятарлă канашлу иртрĕ, унта район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин сăмах илчĕ. Вăл района малалла аталантарса пырас тесен пурин те пĕрле вăй хумаллине палăртрĕ, малашне те аталану çулĕпе çирĕппĕн утма сунчĕ.
Комсомольски районĕн 2019 çулхи социаллă тата экономикăллă кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов паллаштарчĕ. Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетнĕ май вăл çитĕнÿсем, çитменлĕхсем, малашне тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Александр Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр районăн пĕрлештернĕ бюджетне 708,694 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. Виçĕм çулхипе танлаштарсан, ÿсĕм палăрать. «Районăн пуласлăхĕ кунта çуралакансенчен, демографи лару-тăрăвĕнчен чылай килет. Çавăнпа та пирĕн демографи ыйтăвĕсене татса парас енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле», — палăртрĕ пуçлăх. Районти демографи лару-тăрăвĕ, чăннипех те, шутлаттарать. 2019 çулта 183 пепке çуралнă, 360 çын вилнĕ. Кашни пин çын çине миçе ача çуралнин кăтартăвĕ 8,2-пе танлашнă. Республикăри вăтам кăтарту — 9,6. Кашни пин çын çине миçен вилни вара районта 16,1-пе танлашнă. Республикăри вăтам шай — 12,5.
Ачаллă çемьесене пулăшас тĕллевпе районта чылай ĕç пурнăçланать. Пĕлтĕр, сăмахран, нумай ачаллă 60 çемье тÿлевсĕр паракан çĕр участокне тивĕçнĕ. Кăçалхи тĕллев — çакăн пек çемьесен йышне тата та ÿстересси. Çывăх вăхăтрах çĕр участокĕсем валеçме пуçласса палăртрĕ Александр Николаевич. Çавăн пекех «Çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн 2019 çулта 10 çамрăк çемье ятарлă пулăшăва тивĕçнĕ, нумай ачаллă пĕр çемьене çурт хăпартса панă. «Эпир малашне те çемьесене çуртсем туса пама хатĕр. 5 е ытларах ача çуратакансем çеç пулччăр», — палăртрĕ сăмах май Александр Осипов.
Юлашки çулсенче вырăнти инициативăсем тăрăх ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçланать. Çакăн пек проектсен тĕллевĕ — районти пурăнмалли условисене лайăхлатасси, ялсене хăтлăлатасси. 2019 çулта ку енĕпе 29 проект пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал валли те 29 заявка тăратнă, вĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ.
Ăçта çул — унта пурнăç тесе ахальтен каламаççĕ. Районăн аталанăвĕ çул-йĕре мĕнлерех тытса тăнинчен те нумай килет. Ку енĕпе 2019 çулта чылай ĕç тунă: тĕрлĕ шайри çулсене тĕпрен юсанă, вак чул сарнă, çĕнĕ çул та хывнă. Кăçал та çак ĕçсем малалла пырĕç.
Ачасем — пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Çавăнпа та вĕренÿ тытăмне те тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Пĕлтĕр пирĕн районшăн паллă пулăмсем чылай пулса иртрĕç. Чи пĕлтерĕшли вăл, паллах, Урмаелĕнче çĕнĕ ача сачĕ уçăлни. Ытти ача сачĕсенче, шкулсенче çулленех юсав ĕçĕсем иртеççĕ, кăçал та тумалли плансем пысăк. Комсомольски 2-мĕш тата Урмаел вăтам шкулĕсенче «Хальхи шкул» проектпа килĕшÿллĕн «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем уçăлнă. Кăçал çакăн пек классен шутне ÿстерес, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче те кадетсен класне уçас тĕллевлине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Вĕренÿ тытăмĕнче чăрмавсем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри — çамрăк учительсем çителĕксĕр пулни. «Земство учителĕ» программа пулăшнипе çак ыйту çивĕччисен шутĕнчен тухасса шанма пулать. Сывлăх сыхлавĕнче те çамрăк специалистсем çитменни куçкĕрет. Çавна май шкул пĕтерсен педагогика, медицина енĕпе вĕренме каякансене района каялла тавăрма тăрăшмаллине пĕлтерчĕ А. Осипов.
Çавăн пекех вăл ял хуçалăхĕ, вак тата вăтам предпринимательство, спорт, культура тата ытти ыйтусем тавра та калаçрĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов районăн налукран тата ытти енсенчен илнĕ тупăшне тишкерчĕ, кÿршĕ районсен кăтартăвĕсемпе танлаштарса çитĕнÿсемпе çитменлĕхсем тавра калаçрĕ. Налук службин районти уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Антонов 2019 çулта пуçтарăннă налуксем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, «сăрă» ĕç укçипе кĕрешмелли çинчен аса илтерчĕ.
Канашлăва пĕтĕмлетсе çакна каласа хăварар: районта çулталăк тăршшĕпе чылай ĕç тунă, çапах çакăнпа чарăнса тăмалла мар. Кăçал пурте пĕрле килĕштерсе, тăрăшса вăй хурсан тата ытларах çитĕнÿсем тума та май пулĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА
Источник: "Каçал Ен"