24 августа 2018 г.
«Ÿркенмен — ăста, вăтанман харсăр пулнă», — теççĕ. Çакăн евĕр ăстасене шырама тĕнче хĕррине кайма кирлĕ мар, вĕсем хамăр хушăмăртах кун кунлаççĕ, ĕмĕтленеççĕ, таврана татах та хитререх тума тăрăшаççĕ. Сăмахăм Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнакан Валентина Васильевна Самаркина çинчен. Çак ылтăн алăллă хĕрарăм, тивĕçлĕ канура пулин те, пĕрре те ĕçсĕр лармасть: çыхать, тĕрлет, чечек çитĕнтерет…
— Çуллахи вăхăтра яра кун пахчара тăрăшатăп. Ĕçĕ чылай-çке… Нумай пахча çимĕç çитĕнтернĕрен, пурне те вăхăтра пă-хса, шăварса ĕлкĕрмелле. Помидорĕпе хăярĕ, кабачкийĕ, улми-çырли — пурте хамăр хуçалăхра çитĕннисем, — паллаштарать хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Валя аппа.
Сад пахчинче, улми-çырлипе юнашарах, тĕслĕ-тĕслĕ чечексем çитĕнеççĕ. Вĕсене Валя аппа ахаль çеç акман. Композицисемпе хатĕрленĕ тесессĕн тĕрĕсрех пулĕ. Пĕри — вăрман уçланки, иккĕмĕшĕ шыври акăш евĕр… Вырăссен матрешкисем те Самаркинсен пахчине килсе çитнĕ. Картишĕнчи композицире вара юханшывра карап ишнине сăнланă.
— Карапа мăшăрăм туса пачĕ. Ăна сăрласа илемлетрĕм те «ишеве» кăларса ятăм. Халĕ вăл килен-каянсен кăмăлне уçать. Хитре те капăр япала пурне те килĕшет-çке. Яланах пурне те ырă тăвас килет, çынна пулăшни, савăнтарни — чăн-чăн телей, — йăл! кулчĕ Валя аппа.
Валентина Васильевна Çĕнĕ Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ-скер, ачаранах ĕçпе туслашнă. Ватăсем калашле: «Ури çине ĕне çамрăклах пуснă». Çуллахи кун йĕтем çинче тарласа ĕçленине халĕ те аса илет вăл. Пулас мăшăрĕпе, Владимир Пантелеймоновичпа, ĕçрех паллашнă çамрăк хĕр. Туйăмĕсене чылай вăхăт тĕрĕслемен çамрăксем, часах çемье çавăрнă, хуçалăх тытнă. Наташăпа Иринăна кун çути парнеленĕ.
Тĕпренчĕкĕсене Самаркинсем тивĕçлĕ воспитани панă, çитĕннĕскерсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Асли, Наташа, Мускавра пурăнать. Вăл тухтăрта тăрăшать. Кĕçĕнни, Ирина, Çурçĕрте кун кунлать. Вăл çемьеллĕ. Сăмах май, хĕрупраç хăй вăхăтĕнче «Янташ» ушкăнра юрланă.
— Юрра-кĕвве чунтан юрататăп. Ку талант мана аннерен куçнă тесе шутлатăп. Аннене хăнана кайсан яланах хăйĕн уçă сассипе ыттисене савăнтарма ыйтаççĕ, — тет ăшă кăмăллă, чипер Ирина.
Хĕллехи вăрăм каçсенче кÿршĕ-аршăсем Самаркинсем патне пуçтарăнаççĕ, Наци радиовне ярса, алă ĕçне пуçăнаççĕ — пĕрисем тĕрлеççĕ, иккĕмĕшĕсем — тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен е алсиш-нуски, е тата чечексем çыхаççĕ. Валя аппан килĕнче те çыхнă чечексем хăйсен вырăнне тупнă: карçинккара, вазăра, чÿрече çинче.
— Кравать виттине те хамах çыхрăм. Малтанах çекĕлпе çыхма çăмăл пулмарĕ, ăна хам тĕллĕн вĕрентĕм. Халĕ ĕнтĕ маншăн вăл хăнăхнă ĕç, — вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ уçă кăмăллă хĕрарăм.
«Пÿртре хĕрарăм пурри таçтанах курăнса тăрать. Хăтлă та çутă, пÿлĕмĕсем те ăшă», —явăнчĕ манăн пуçра шухăш.
— Чечексене çамрăк чухне те, ĕçленĕ тапхăрта ÿстереттĕм. Халĕ вара пушă вăхăт ытларах пулнăран яланах вĕсемпе ĕçлетĕп. Пахчара 30 ытла тĕрлĕ чечек çитĕнет: петунисем савăтсем çинче çеçкисемпе савăнтараççĕ, георгинсемпе виолăсем, сальва, гладиолус… илемĕпе тыткăнлаççĕ. Вĕсемпе ĕçленĕ чухне пĕтĕм йывăрлăх манăçăнать, чунра канлĕ те лăпкă. Чун савнă ĕç чăннипех те телей парнелет, — тет Валентина Васильевна сăмаха вĕçленĕ май.
Ĕçне кура — çимĕçĕ. Валентина Самаркинан алă ĕçĕсене ял тăрăхĕнче, районта ирттерекен мероприятисенче яланах курма пулать пулсассăн, чи илемлĕ чечексем вара вĕсен пахчинче çитĕнеççĕ тесе çирĕплетсех калатăп. Ĕненместĕр пулсассăн çитсе курăр! Çакăн пек илеме тума вара чăтăмлăх та, ĕçченлĕх те, хастарлăх та сахал мар кирлĕ: чечек вăррине туянмалла, акмалла, çитĕнтермелле, кашни кун пăхмалла, шăвармалла, çумкурăкран тасатмалла. Вăл çеç-и? Валя аппа пек хитре те килĕшÿллĕ, вырăнлă çитĕнтерме пĕлмелле. Çакăн пек илемпе вара çĕр çинче пурăнакан кашни çын киленме пултартăр.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"