Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Уя тухсан мĕн сас лайăх?»

03 августа 2018 г.

— ахальтен шăранмасть чăваш юрри. Пирĕн тăрăхра ял хуçалăхĕ пурнăçа, экономикăна никĕслекен отрасль пулнă май, пĕтĕм ырлăх-пурлăх çĕртен килет. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре вырма пырать, «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те кĕрхи тулă выраççĕ.
Хуçалăхра кĕрхи туллăн «Харьковская-92» сорчĕ 163 гектар çинче çитĕннĕ.
— Вырма каçалăкне эпир июлĕн 28-мĕшĕнче уçрăмăр. 3-мĕш тата 4-мĕш уйсенчи тĕш-тырă пуссинче икĕ комбайн ĕçлет. Ĕçченсем тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртес тесе çанă тавăрса тăрăшаççĕ. Вĕсен хастарлăхĕ пурнăçланă ĕçĕсенченех курăнать. Эпир, çак тăватă кунра, 80 гектар çинчи тĕш-тырра пуçтарса илме пултартăмăр. Тăрăшулăхшăн хуçалăх ĕçченĕсене чĕререн тав тăватăп, — терĕ, ăшшăн йăл кулса, Алексей Игнатьев агроном.
Тукай ял тăрăхĕн уйĕ комбайнсен сассипе тулнă. Александр Хурасевпа Владимир Коноплев «Палесье» тата «Нива» ком- байнсен штурвалĕсем умĕнче пĕрремĕш çул мар. Вĕсем иккĕшĕ те — опытлă та хастар комбайнерсем. Çулленех вĕсем «уй карапĕсемпе» хире тухаççĕ. Кăçалхи вырма каçалăкне те асăннă ĕçченсемех уçнă, тÿрех кал-кал çапса кайнă. Пĕрчĕллĕ культура пирки калас пулсан, кĕрхи тулă аван çитĕннĕ.
— Хальлĕхе вăтам тухăç 28 центнерпа танлашать. Уяр кунсемпе туллин усă куратпăр, — теççĕ Евгений Хурасевпа Денис Киселев ĕçченсем.
Комбайнерсен пулăшуçисем — яшсем. Вĕсем хăйсен пурнăçĕсене ялпа çыхăнтарнишĕн пачах ÿкĕнмеççĕ. «Тăван тăрăх куç тулли, ăна нимĕнпе те улăштармастпăр», — теççĕ хастарсем.
Тĕшĕленĕ тырра йĕтĕме Валерий Соловьевпа Григорий Моторин водительсем илсе çитереççĕ.
Каçалăк уçăлнăранпах йĕтеме çĕнĕ тырă кĕрет. Хальлĕхе унта 224 тонна пĕрчĕллĕ культурăна илсе çитернĕ. Кунта ăна Василий Хурасев, Юрий Кузьмин, Андрей Матросов ĕçченсем çийĕнчех тасатаççĕ, аллаççĕ, типĕтеççĕ, кĕлете кĕртеççĕ. Хăçан мĕнле пуль, анчах та ĕççи вăхăтĕнче сортировка сасси те питĕ ырă иккен. Вăл хăйне евĕр ĕç кĕвви пек илтĕнет.
Тыр-пул пухса кĕртекенсен ĕçĕпе «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та питĕ кăмăллă. «Яваплăха туйса, чунне парса ĕçлеççĕ», — тет ертÿçĕ вĕсене мухтаса.
— Вырма ĕçченĕсем чăн та маттур, тыр-пула вăхăтра тата тухăçлă пухса илес ĕмĕт-шухăшпа хĕмленеççĕ. Культурăсене пиçсе пынă май вăхăьра пуçтармалла. Çакă вара ял хуçалăхĕнче чи пахи, — терĕ Алексей Николаевич.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика