Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хулаш… е унти шырав ĕçĕсем

17 июля 2018 г.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи «Эткер» ушкăна çÿрекен ачасем иртнĕ кунсенче Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче пулса курнă. Вĕсем «Таяпа» хулашне — федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкĕн вырăнне — тĕпченĕ.
Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслăлăх сотрудникĕсем Наталья Березина, Евгений Михайлов, Николай Мясников ертсе пынипе студентсем, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи шкул ачисем, истори учителĕсем, волонтерсем Ылтăн Урта тапхăрĕнче усă курнă япаласене чылай тупнă.
— «Таяпа» хулашĕ пирки ăсчахсем чылайранпа пĕлеççĕ, çавна май кунта тĕрлĕрен шырав ĕçĕсем пĕрре мар ирттернĕ. Тĕслĕхрен, акă, 1985 çулах илер. Сăмах май, хулаш тепĕр енче, çырма урлă, 11—13-мĕш ĕмĕрсенче масар пулнă. Пире, çамрăк специалистсене, унта шырав ĕçĕсем ирттерме шанчĕç, — аса илет Аслă Таяпа вăтам шкулĕнче истори предметне вĕрентекен Владимир Малов.
11—13-мĕш ĕмĕрсенче Аслă Пăлхар патшалăхĕ чи вăйлисенчен пĕри шутланнă. Калăпăшĕ пирки сăмах пуçласан, Çурçĕрти пăрлă океанран Каспи тинĕсĕ таранах. Сăмах май, Махмуд Кашкари çырнисене вуласан эпир вăл вăхăтра ăна Пăлхар тинĕсĕ тесе калани те паллă. Пăлхарта ăслă, ĕçчен, вăйлă, пултаруллă çынсем пурăннă. Ытти халăхсем вĕсемпе суту-илÿ тунă, вĕсен хушшинчи çыхăну та çирĕп пулнă. Пăлхарсене тутар-монголсем чылай вăхăт парăнтарайман, анчах та мăнаçлă халăха вĕсем чеелĕхпе парăнтарнах. «Таяпа» хулашĕ пирки те халăхра сахал мар легенда çÿрет.
— Хăшĕсем унта султан пурăннă теме те пăхаççĕ, анчах та ку апла мар ĕнтĕ. «Таяпа» хулашĕнчен пуçласа хальхи Тутарстан Республикине кĕрекен Пăва хуличчен вал пыни куç кĕрет. Ахăртнех, ăна Аслă Пăлхар патшалăхĕ «чечекленнĕ» тапхăрта тунă пулĕ; Çак çул хулашпа Тетĕç, каярах Булгар хулисен çыннисемпе çыхăну тытма пулăшнă тесе шутлатпăр, — каласа парать ăслăлăх сотрудникĕ Николай Мясников.
Шырав ĕçĕсене ирттернĕ май кунта мĕн кăна тупман-ши ăслăлăх сотрудникĕсем?! Чулран, тимĕртен, тăмран тунă кил-хуçалăхра, çурт-йĕрте усă курмалли ăпăр-тапăртан пуçласа тăшмансенчен хÿтĕленме кирлĕ япаласем таранах. Сăмах май, «Таяпа» хулашне 1000 çул çитнĕ май унта архитектура комплексне туса хунă. Крепоç стенипе асăнмалăх юпасем лартнă. Вĕсем çине «Аслă Пăлхар патшалăхне хÿтĕлесе пуç хунă салтаксене» тесе çырнине халĕ те вулама пулать.
— Экспедицисене тухса çÿреме питĕ кăмăллатпăр. Ара, вăхăта сая яни мĕн усси;! Капла вара эпир иртнипе тÿрремĕнех паллашатпăр, авал усă курнă япаласене алăра тытса куратпăр. Шырав ĕçĕсене малашне те хутшăнăпăр, — теççĕ Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Федор Александров, Валерия Кузьмина, Денис Петров, Алексей Мартынов.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика