Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Брест кирпĕчне музея парнелерĕç

10 июля 2018 г.

«Çĕнĕ Мăрат ялĕн историпе тăван ен халăх музейне» 1989 çулта хута янă. Ăна пуçараканĕ Соломон Борисов пулнă. Ырă ĕçе тăсаканĕсем вара — Валерий Кириллов, Алексей Такмаков, Сергей Басников, Виктор Басников тата ыттисем те.
— Музей — çынсене иртнĕ вăхăтпа паллашма пулăшакан вырăн. Вăл ялăн, халăхăн кун-çулĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен уççăнах каласа парать, — тет Валентина Филиппова ертÿçĕ.
Музейра тĕрлĕрен экспонатсем упранаççĕ. Çавăн пекех ĕçченсем ялта çуралса ÿснĕ паллă çынсем çинчен калакан, тĕслĕхрен, Петр Матросов, агроном, педагог, спортсмен, кĕтесне йĕркеленĕ. Çакăн евĕр кĕтессем кунта чылай. Ачасемпе хăнасемшĕн Ирина Мартынова ятарласа музейра экскурси ирттерчĕ.
Июлĕн 3-мĕшĕнче музей татах та пуянланчĕ. Çак кун унта ĕçченсемпе ачасен асĕнче нумайлăха асра юлакан савăнăçлă мероприяти иртрĕ: Çĕнĕ Мăратăн хастар яшĕ, пултаруллă ывăлĕ Геннадий Филиппов музея çĕнĕ экспонатсем парнелерĕ.
— Эпир, икĕ юлташ, июнĕн 22—25-мĕшĕсенче Беларуçра пултăмăр. Унта Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни çинчен каласа паракан реставрациленĕ ÿкерчĕке куртăмăр. Ара, нимĕçсем чăн малтанах Брест крепоçне тапăннă-çке. Пограничниксене темле йывăр пулнă пулсан та вĕсем тăшмана пĕр уйăха яхăн парăнман. Юлашкинчен, аптăраса çитнĕ фашист салтакĕсем, тыткăна лекнĕ хĕрарăмсемпе ача-пăчасене, аманнисене кĕртсе яраççĕ. Çак тапхăрпа усă курса нимĕçсем малалла ыткăнаççĕ. Мĕн чухлĕ çын вилмен пулĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенче;! Питĕ нумай. Реставрациленĕ ÿкер-чĕкре бомба пăрахнине те сăнланă. Ун чухне йĕри-таврара çĕр чĕтренĕ пек туйăнчĕ. Вăрçă татах та хăрушăрах пулнă-çке, — каласа пачĕ «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов.
Брест çывăхĕнчи Хатынь ялĕнче те пулнă ентешсем. Тискер ĕç çинчен истори предмечĕ урлă та пĕлетпĕр. Нимĕçсем ял халăхне, ватти-вĕттине сарайне хупса хурса чĕрĕлле çунтарса янă. «Унта пурĕ 200 яхăн çын пулнă», — теççĕ тĕпчевçĕсем.
Геннадий Филипповпа Николай Юманов ветеран-пограничниксем Брестран юнпа çăвăннă тăпрапа вутпа шăранма тытăннă катăлнă кирпĕч илсе килнĕ. Тăватă утрав çинче вырнаçнă Брест крепоçне вăл вăхăтра Комсомольски районĕн çыннисем те хÿтĕленĕ. Геннадий Николаевич çавăн пекех район пограничникĕсем çинчен тинрех кăна кун çути курнă кĕнекене те музея парнелерĕ.
— Экспонатсем кунта упранччăр. Ачасемшĕн, килес ăрушăн пулччăр. Пирĕн тĕп тивĕç — вĕсене кирлĕ пек патриотла воспитани парасси, — терĕ вăл.
— Нихăçан та çĕр çинче текех вăрçă ан пултăр! — терĕç шкул ачисем аслисемпе сывпуллашнă май.
А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика