19 июня 2018 г.
Шăматкун, июнĕн 16-мĕшĕнче, Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн «Атте, анне, эпĕ — спортпа туслă çемье» республикăри çемьесен спорт фестивалĕ иртрĕ. Унта республикăри тĕрлĕ хуласемпе районсенчи спортпа туслă 25 çемье килсе çитрĕ.
Мероприятие уçнă çĕре Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Эльвира Матренина, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Лариса Антонова, «Кĕтне» ФСК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Евгений Тихонов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Малтанах Лариса Макаровна пухăннисене ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕ, çакăн евĕр мероприятисем çемьери йăла-йĕркесене çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. Эльвира Матренина министр çумĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ çемьесемпе курма килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе фестивале хутшăнма кăмăл тунăшăн ăшшăн саламларĕ. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ савăнăçлă юрăсем, Мария Долгова ерсе пыракан аэробика ушкăнĕ спорта кăмăллакансене хавас кăмăл парнелерĕç.
Часах республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ çемьесем Мария Долгова тренерпа тата унăн вĕренекенĕсемпе зарядка тума пуçларĕç. Хаваслă кĕвĕпе хускану тума питĕ аван иккен!
Унтан фестиваль виçĕ ушкăна пайланчĕ. Пĕрремĕш ушкăнра 9 çул тултарман ачасем пулчĕç. Иккĕмĕш ушкăнра — 10—12 çулсенчи хĕрачасем. Виççĕмĕшĕнче вара — асăннă çулсенчи арçын ачасем.
«Кĕтне» комплекс стадионĕнче çемьесем хăвăрт чупассипе тупăшрĕç. Кĕçĕн çулхисенчен ашшĕ-амăшĕсем те юлмарĕç. Вĕсем тăршшĕне сикрĕç, хăвăрт чупрĕç, турник çинче туртăнчĕç тата ытти ăмăртусене те хутшăнчĕç. Дартс вăййи вара пухăннисене хăй патне кăчăк туртсах чĕнчĕ тейĕн. Хутăшла эстафета та чи кăсăклисенчен пĕри пулчĕ.
Каярах, чупса тарланă, ывăннă хыççăн, пурте пĕрле бассейна çул тытрĕç. Вĕсем кунта шывра ишсе тупăшрĕç.
Районти спортпа туслă тăватă çемье — Осиповсем, Хораськинсем, Митюковсем, Нестеровсем — çемьесен фестивальне хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура Митюковсен çемйи 2-мĕш ушкăнра иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакан Олесьăпа Александр Митюковсем Бронислав ывăлĕпе старта тухнă. Тукай ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ Осиповсем виç-çĕмĕш ушкăнра виççĕмĕш пулчĕç. Лариса, Андрей Осиповсем Софья хĕрĕпе фестивале хутшăнчĕç пулсассăн, вĕсем ăмăртăва çемйипех килнĕ. Ларисăпа Андрей Осиповсем пĕлтернĕ тăрăх, çемьере спортпа туслашасси, ăна юратасси чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Çавăнпа та вĕсем пĕр ăмăртуран та айккинче юлмаççĕ. Осиповсем те, Митюковсем те — сывă пурнăç йĕркишĕн. Хораськинсем: Лариса, Юрий, Виктория, Нестеровсем: Галина, Владимир, Артемий республикăри çемьесен фестивальне хутшăнса малти вырăнсене тухаймарĕç пулин те, килĕсене пысăк хавхаланупа кайрĕç. Вĕсемшĕн чи пахи — ачасемпе пĕрле вăхăта усăллă ирттерни, сывлăха çирĕплетни.
Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе Дипломсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене парса чысларĕç.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"