Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕнле тăрăшăн, тухăçне те çаплах илĕн

05 июня 2018 г.

Тулта çу уйăхĕн юлашки кунĕ, апла пулин те çанталăкĕ сивĕ. Тỹпери йывăр та çăра пĕлĕтсем халь-халь йăтăнса анассăн ту-йăнаççĕ. Каярах, авă, çумăрĕ та пĕрĕхме тытăнчĕ. Çакăн евĕр çанталăк çĕр ĕçченĕсене пачах та шиклентермерĕ: ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертỹçисем тата агрономĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, кашнине хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма майăн 31-мĕшĕнче пĕрле пухăнчĕç.

Çула тухас умĕн вĕсем район администрацийĕн ларусен залĕнче кĕске канашлу ирттерчĕç, унта çуракипе çыхăннă кăткăс ыйтусене сỹтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров ешĕл тумпа витĕннĕ пусăсен пахалăхне тĕрĕсленĕ чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрма кирли çинчен ĕçченсене кĕскен ăнлантарчĕç.

Ĕçлĕ ушкăн чăн малтанах "Победа" хуçалăха çул тытрĕ. Асăннă предприяти, районти ытти хуçалăхсем пекех, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çавăн пекех нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтерес енĕпе тимлет.

- Çурхи ака ĕçĕсене кăçал 502 гектар çинче пурнăçларăмăр. Халĕ эпир кĕрхи тулă уйĕнче тăратпăр. "Безенчукская-380" сорт тухăçĕпе иртнĕ çул та хурлантармарĕ, çавна пула кăçал та ăна хăварас терĕмĕр. Хăвăрах куратăр, калчасем лайăх çитĕнеççĕ. Тухăçĕ те аван пулĕ тесе ĕмĕтленетпĕр, çавăнпа та çанă тавăрсах ĕçлетпĕр, - терĕ "Победа" ЯХПК ертỹçи Сергей Кузьмин.

Юнашарах нумай çул ỹсекен курăк - люцерна - çитĕнет.

- Чечеке лариччен вырса илме тăрăшмалла, - терĕ Вячеслав Никифоров. - "Родина" фермер хуçалăхĕ çак культурăна вырма тытăннă та ĕнтĕ. Палăртнă ĕçе хуçалăх майăн 31-мĕшĕ тĕлне 20 гектар çинче пурнăçланă.

Уй кунĕн малалли пайĕ "Урожай" колхозра пулчĕ. Кунти пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем тип-тикĕс шăтса тухнă, кĕрхисем те аван çитĕнеççĕ.

- Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене апатлантарас ĕç пырать. Майăн 31-мĕшĕ тĕлне эпир асăннă ĕçе 230 гектар çинче пурнăçларăмăр, - терĕ хуçалăха вăтăр çул ытла ертсе пыракан Алексей Ершов.

"Иккĕмĕш çăкăр" валли хуçалăх 90 гектар уйăрнă. Çип карнă евĕр тип-тикĕс йăрансем çине пăхма, чăн та, питĕ кăмăллă. Унта "Невский", "Эволюшен" сортсем çитĕнĕç.

- Кăçал эпир, биоудобрени туяннă май, сăнав участокĕ валли вырăн уйăртăмăр. Апла пулсан та ĕлĕххи майлăрах ĕçлеме кăмăллатпăр. Асатте-асаннесен меслечĕ пире нихăçан та улталани пулманччĕ, - терĕ Алексей Никифорович.

Ĕçлĕ ушкăн "Луч" хуçалăх хирĕнче те чарăнчĕ. Çамрăк ертỹçĕ вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, малашнехи ĕмĕт-тĕллевсем çинче чарăнчĕ.

Минзекрем Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ рапс культурине кăмăллать. Унпа вăл темиçе çул ĕçлет. Сăмах май каласан, асăннă культурăпа ĕçлекенсем районта пурĕ икĕ хуçалăх çеç, унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 270 гектар.

- Эпир рапса 70 гектар акрăмăр. Аван шăтса тухрĕ вăл, çак кунсенче çум курăкран им-çам сапма тухас тетпĕр, - терĕ фермер. - 110 гектар çинчи хĕвелçаврăнăш та лайăх шăтса тухрĕ.

Палăртнă пекех, ĕçлĕ ушкăн "Слава картофелю" агрофирмăн хирне çитрĕ. Республикăра çеç мар, Раççейре те хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă хуçалăхăн хирĕсем тап-таса. Çурхи культурăсем тип-тикĕс шăтса тухнă, уйсем пирки калас пулсан, вĕсем илемĕпе чуна тыткăнлаççĕ.

- Çурхи туллăн "Московская-35" сорчĕпе ытларах ĕçлетпĕр. Унсăр пуçне "Ульяновская-100" текенни те кăмăла каять. Çавна май ăна валли 200 гектар уйăртăмăр. Пĕлтĕр пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен гектарти вăтам тухăçĕ 45 центнерпа танлашнăччĕ, кăçалхи тухăç та унран кая пулмĕ тесе шансах тăратпăр. Çĕрулмине 300 гектар çинче лартма палăртнăччĕ, унăн лаптăкне 320 гектара çитерме пултартăмăр. Хуçалăхра халĕ культурăсене апатлантарас ĕç пырать, - паллаштарчĕ тĕп директорăн çумĕ Юрий Емельянов.

Агрофирма пахча çимĕç те çитĕнтерет. Кишĕрĕн "Сильвана", "Алимпа" импортлă сорчĕсем хуçалăхăн 23 гектарĕ çинче çитĕнĕç. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр - 18 гектар. "Çынна çăкăр çеç мар, купăста та кирлĕ", - теççĕ кунти ĕçченсем. Çавна май вĕсем асăннă культурăн "Анкома" тата "Мукума" сорчĕсене суйланă. 10 гектар çинче ỹсекен купăста калчисем парка, тунисем - хулăн та сип-симĕс.

- Кирек хăш вăхăтра килсен те ку уйсем - кăтартуллисем, - терĕ ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров.

- Вĕсем ытти хуçалăхсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Сирĕн камран вĕренмелли, кампа канашламалли те пур, - сăмаха тăсрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов.

Генеральнăй директор Хасият Идиатуллин пухăннисене агрофирма ĕçĕ-хĕлĕн, ака-сухара усă курнă агротехникăн вăрттăнлăхĕсене уçрĕ.

- Хирти Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнчи хирте яланах шывлă тăратчĕ. Çĕр ĕçне унта чи кайран пуçăнаттăмăр. Çавна май, шывлă вырăнтан хăтăлас тĕллевпе, дренаж турăмăр. Халĕ хир, тав тунă евĕр, тухăçĕпе савăнтарать, - хавхаланăвне пытармарĕ ертỹçĕ.

Юрий Цветков фермер хуçалăхĕнчи кĕрхи культурăсем питĕ лайăх çитĕнеççĕ. Сип-симĕс те парка калчасем çине пăхсан пысăк тухăç илес шанăç, чăн та, пур.

- Мĕнле тăрăшатăн - çавăн пек тухăç илетĕн. Çавăнпа та культурăсемпе çĕре апатлантарасси çине ытларах тимлĕх уйăртăмăр. Клейковина виçине те пысăклатасчĕ тесе тăрăшатпăр. Пахалăх çине тимлĕх уйăрни - чи кирли, - терĕ Юрий Цветков.

"Сюрбеево" ОООра та ĕç вĕрет. Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх валли тесе кĕрхи тулă, ырашпа вика хутăшĕ акнă. "Ĕне сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче иккенне мансан хĕл кунĕ тутă пулаймăпăр", - терĕ Ремис Мансуров ертỹçĕ.

"Дружба" ЯХПК уйĕсенче акнă культурăсем те аван шăтса тухнă, кĕрхисем çинче çум курăк курăнмасть. Агротехника йĕркисене пăхăннин усси пурах ĕнтĕ.

- Акана вăхăтра вĕçлес тесе çĕрне-кунне пăхмасăр 2 сменăпа ĕçлерĕмĕр. Механизаторсене, вырăнти ытти ĕçченсене, "Искра" колхоз ертỹçине А.Зайцева ăнланнишĕн, пулăшнишĕн чĕререн тав тăватăп, -терĕ Р.Мансуров.

Районта çураки мĕнле иртнине те "Дружба" ЯХПКрах пĕтĕмлетрĕç. Элпуç тĕп шкулĕн сцени çине тухнă "Туслăх" фольклор коллективĕ шăрантарнă юрăсем ĕшеннисене вăй пачĕç, уйсем ем-ешĕл тумпа витĕннине аса илсен вара кăмăл-туйăм татах та çĕкленчĕ.

- Паянхи куна илес пулсан, акса- лартса хăварнă лаптăксенчи культурăсем аван çитĕнеççĕ. Ытти вара, хисеплĕ ĕçченсем, сирĕнтен килет. Пысăк тухăç илесси пĕр пулăмран кăна килекен япала мар. Ăна эсир хăвăр та питĕ лайăх пĕлетĕр. Çĕр ĕçченĕсен куншăн, паллах, чылай тар тăкма тивет: культурăсем çи-тĕнекен лаптăксене çум курăкран пестицидсемпе гербицидсем сапмалла, вăхăтра апатлантармалла. Çапла, вăрлăха çĕре варăнтарса хăварни кăна çителĕксĕр, вăл çанă тавăрса ĕçленине юратать. Эпир çитсе курнă хуçалăхсенчи ĕç-пуç ырă пуласса шанатăп. Тăрăшсан пурте пулать, апла пулсан, ăнăçу сире, - терĕ Александр Осипов уй кунне пĕтĕмлетсе.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика