17 апреля 2018 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине районти комиссипе тĕрĕслесси малалла пырать.
Иртнĕ çул районта ака ĕçĕсене апрелĕн 27-мĕшĕнче пуçăннă пулсан, кăçал, çанталăк условийĕсене кура, уй-хире кăшт каярах тухма тивет. Апла пулин те "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕçченсен кăмăл-туйăмĕ яланхи пекех хавхалануллă.
- Тĕп тĕллев - умри йывăрлăхсене парăнмасăр, ака ĕçĕсене агротехника йĕрки ыйтнă пек чи кĕске вăхăтра, çавăн пекех пысăк пахалăхпа пурнăçласси, - тет "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн ертỹçи Михаил Афанасьев.
- Акана хутшăнакан техникăна хуçалăх ĕçченĕсемпе ха-тĕррисен ретне лартрăмăр, вĕсене хăйсен ĕçне пĕлсе тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан шанчăклă механизаторсен аллине çирĕплетсе патăмăр, - вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Алексей Курицын.
Механизаторсем пурĕ саккăрăн. Ĕçченсем - Михаил Муллин, Сергей Пыркин, Вячеслав Портнов, Александр Хурасев, Владимир Коноплев, Денис Киселев, Юрий Казаков, Николай Шурин - тăван хуçалăхра чылай çул тăрăшаççĕ. Вĕсем "Джон Дир", МТЗ-82, ДТ-75, Т-25 техника хатĕрĕсене çỹретеççĕ. Опытлă механизаторсем пĕр ĕçрен те хăрамаççĕ, хушнине вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Тĕслĕхрен, вĕсен тăрăшăвĕпе кĕрхи ака-суха ĕçĕсене 163 гектар çинче пурнăçланă. Çĕр типсенех уя тухĕç, çурхи акана пуçăнĕç. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех мар: 132 гектар çинче çурхи тулă, 130 гектар урпа çитĕнтерме палăртнă. Пăрçа лаптăкĕ 20 гектарпа танлашĕ, вăрлăхлăх вика 10 гектар çинче ỹсĕ. Çĕрулми лаптăкĕ иртнĕ çулхи пекех - 120 гектар. "Уй-хир пики" пирки те манман. Унăн лаптăкĕ - 38 гектар. Çавăн пекех нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксем валли 217 гектар уйăрнă. Вăрлăха 100 проценчĕпех кондицие лартнă, ăна çителĕклĕ хатĕрленĕ. Минераллă удобрение те кирлĕ чухлĕ янтăланă "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕнче.
Комисси техника хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ май кунта кăлтăксем асăрхамарĕ.
- Хуçалăх ака ĕçĕсене паянах пуçăнма хатĕр. Тракторсемпе çĕр хатĕрлекен, акма тухакан техникăна пĕтĕмпех, пурĕ 21 единица, юсаса хатĕррисен ретне лартнă, - палăртрĕç райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдиновпа гостехнадзор инспекторĕ Сергей Кокарев.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"