Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш ячĕпе - ăмăрту

13 апреля 2018 г.

Апрелĕн 7-мĕшĕ - сывлăх кунĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çак куна кунтан вĕренсе тухнă Леонид Борисова халалларĕç.

Леня 1976 çулта Çĕнĕ Мăратра çуралнă. Шкулта маттур та пул-таруллă каччă аван вĕреннĕ, художник пулма ĕмĕтленнĕ. Салтак çулне çитсен яш Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи пулнă. Шел пулин те, Чечен вăрçинче çамрăк каччăн пурнăçĕ татăлать. Леня ячĕпе шкулта çулсерен волейбол турнирĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.

Кăçалхи çул çак ăмăртăва 4 ушкăн хутшăнчĕ. Тăманлă Выçли, Шурут, Çĕнĕ Мăрат ялĕсен каччисемпе шкул ачисем пухăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем - Шурут ялĕн çамрăкĕсем. 2-мĕш вырăна Тăманлă Выçли ял çамрăкĕсем çĕнсе илчĕç. 3-мĕш вырăнпа Çĕнĕ Мăратсем палăрчĕç. Тĕрĕссипе, кам миçемĕш вырăн çĕнсе илни мар, ентеш-салтака çамрăксем асра тытни паха, пушă вăхăтра çамрăксем спортпа туслă пулни уйрăмах савăнтарать.

Чи маттуррисене парнесемпе Хисеп хучĕсем, медальсем парса чысларĕç. Сăмах май, парнесене хатĕрлеме пулăшнăшăн Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн коллективĕ ялти харпăрлăхра лавкка тытакансене, Леня Борисовпа пĕр класра вĕреннĕ тусĕсене, "Заря" хуçалăх ертỹçине Владимир Макарова, Чăваш Республикинчи "Пограничное братство" обществăлла организацин районти уйрăмĕн представителĕсене чунтан тав тăвать.

Алена МАРКИДАНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика