19 декабря 2017 г.
Кỹршĕри çурт юхăнса ларать, унăн хуçи тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, ачисем çук. Çакăнти пахчара çĕлен йăва çавăрнă пулĕ, çу каçипе темиçе те куртăмăр. Урам сăнне те пăсать пушă çурт. Хамăр енчен эпир мĕн тума пултаратпăр-ши?
Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнче çакăн пек пушă çуртсем пирки ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пĕлтерме ыйтаççĕ. Суд йышăнăвĕпе ку хуçасăр пурлăхсем çав-çавах вĕсен харпăрлăхне куçаççĕ. Вĕсен хуçисем темиçе çул каяллах вилнĕ, еткерçисем харпăрлăха çыртарма нотариус патне пыман - эппин куçман пурлăх никам харпăрлăхĕнче те мар. Çавна пулах çурт тавралли лаптăка та хыт-хура пусса илет, вăл юхăнса выртать. Судсем çакăн пек тĕслĕхсенче çуртсене вăл вырнаçнă вырăнти хăй тытăмлăх администрацийĕн харпăрлăхне куçараççĕ, хуçисене вилнĕ тесе йышăнаççĕ.
Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçласа пуçарнă "Халăх инвентаризацийĕ" акци шайĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çакăн пек объектсене тупса палăртас енĕпе ĕçлеççĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарма тытăннă та ĕнтĕ. Çакăн хыççăн вĕсемпе саккун шайĕнче усă курĕç.
Источник: "Каçал Ен"