Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат çырăнтараççĕ, таварне те сутаççĕ

15 декабря 2017 г.

Çĕнĕ Мăратри почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакан почтальонсем тăватă яла - Çĕнĕ Мăрата, Тăманлă Выçлие, Вутлана, Тукая - хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăраççĕ, çыру-открытка валеçеççĕ, периодика изданийĕсене çырăнтараççĕ, халăха ытти тĕрлĕ пулăшу та параççĕ.

Почтальонсен ĕçĕ пачах та çăмăллисен йышĕнчен мар. Çуллахи шăрăх е хĕллехи çил-тăман, йĕпе-сапа... Пурпĕрех! Кăкăр урлă хулăм та йывăр сумкка çакнă хĕрарăм васкаса çула тухать, пĕр кунра вуншар километра парăнтарса ял-йыш патне кирлĕ информаци çитерет. Унсăр пуçне почта уйрăмĕнче тăрăшакансем ватă çынсен ыйтăвĕсене те туллин пурнăçлаççĕ: тавар илсе килсе параççĕ, пенси укçипе тивĕçтереççĕ, газшăн тата электроэнергишĕн тỹлев те йышăнаççĕ.

Сăмахран, Людмила Иванова, Ирина Семенова, Тамара Шельтямова тата Алевтина Шишкалова почтальонсенех илер. Вĕсем хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе çак тăрăхра хаçат-журнал илсе тăракансем те йышлă. "Каçал ене" 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăма хальлĕхе 193 килте çырăннă. Тăватă ялшăн, паллах, кăтартăвĕсем сахалрах. Почта уйрăмĕн начальникĕ Екатерина Казакова район хаçачĕпе туслă çемьесем çывăх вăхăтра татах та ытларах пуласса шантарчĕ. Почтальонсем те "Каçал ене" ял çыннисем юратса вуланине палăртаççĕ.

- Районта, республикăра мĕн пулса иртнине пĕлмесĕр юлас килмест. Хамăр тăрăхра пурăнакан çынсен шăписемпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарни те питĕ кăсăк. Хальхи вăхăтра, паллах, Интернет та вăй илсе пырать. Апла пулин те хаçатсăр пурнăç пурнăç мар, - теççĕ вĕсем.

Ытти ялсенчи почтальонсем те питĕ хастар. Вĕсем кашни кун халăх хушшинче. Хăйсене кашни килте кĕтнине асра тытса кирек мĕнле çанталăкра та хăнăхнă сукмака такăрлатаççĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика