Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул ачисен юхăмĕ вăй илсех пырать

03 ноября 2017 г.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пĕлтĕр пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Ачасем Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕчĕç. Çĕршывĕпех анлă сарăлнă юхăма Раççей Федерацийĕн паттăр космонавчĕ Сергей Николаевич Рязанский ертсе пырать. Вăл час-часах ачасем патне видео ыйтусем е хурав ярать.

Шкулти юхăм "Çĕнĕ хум" ятлă. Вăл Чечен вăрçинче пуçне хунă Леонид Борисов ячĕпе хисепленет. Раççей юхăмне кĕнĕренпе шкулта экологсен, шыравçăсен, пулас салтаксен, волонтерсен отрячĕсем хастар ĕçлеме пуçларĕç. Çамрăк экологсем çулла Мускава форума çитсе килнĕччĕ. Шыравçăсем вара Тутарстан Республикинчи Вертолетлă утрав çинче семинарсене, каярах археологи экспедицине хутшăннăччĕ. Пулас салтаксем те Атăл леш енче йĕркеленĕ "Молгород-2017" форума кайнăччĕ. Ултă ача Хура тинĕс хĕрринчи "Орленок", "Смена" центрсенче канса тавракурăмне анлăлатрĕç.

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисен пурнăçĕ чăннипех те тĕрлĕ енлĕ. Кăçал та пурнăçламалли ĕç чылай. Сăмахран, уроксем хыççăн аслă классен ачисем хăйсемех мини-кружоксем йĕркелеме шут тытнă. Пĕр ушкăнĕ çĕнĕ ташăсем вĕренет, тепĕр пĕчĕк ушкăн хăй тĕллĕн юрă сăмахĕсене хайласа кĕвĕлет. Виççĕмĕшсем вара плац концерта (стройра илемлĕ утни, тĕрлĕ фигурăсем туни) хатĕрленме пуçланă. Тата тепĕр ушкăн ача видеороликсем ỹкерет. Театра юратакансем сценкăсем лартма хатĕрленеççĕ. Роботсемпе кăсăкланакансем вара пĕчĕк конкурс та ирттерчĕç.

Нумаях пулмасть Раççейри шкул ачисен юхăмĕ икĕ çул тултарнине паллă турăмăр. Çак куна иккĕмĕш класс вĕренекенĕсем уйрăмах астуса юлчĕç пуль. Юпан 30-мĕшĕнчен вĕсем те - Раççейри шкул ачисен юхăмĕнче. Пуçласа юхăма кĕрекенсем ырă ĕçсем тăвасса шантарса тупа турĕç. Ачасене вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те саламларĕç, пĕр йышра пулнине пĕлтерекен сарă галстуксем çыхрĕç. Сарă галстуксем - сарă хĕвел пайăркисем, Чăваш Республикин ялавĕн пайĕсем. "Ку галстуксене упрăр", - терĕ шкулти юхăм кураторĕ Валентина Филиппова.

Уява халалланă линейка вĕçленсен аслă классен ачисем - волонтерсем, шыравçăсемпе пулас салтаксем - шкулта нумай çул вăй хунă Алексей Ефремович Токмаковпа тĕл пулчĕç. Алексей Ефремович - вĕрентекен çеç мар, тĕпчевçĕ, историк та. Вăл ачасене Çĕнĕ Мăратри, Тăманлă Выçлири, Комсомольскинчи музейсем епле вăй илсе кайнине каласа пачĕ, тăван тăрăхăн историне аса илчĕ, чыслă çынсен ячĕсене асăнчĕ. Ялти музей валли экспонатсем мĕнле пухнине, малтанхи куравсене епле ирттернине те аса илчĕ.

Çывăх вăхăтра шкул хастарĕсем каникула каяççĕ пулин те, вĕсем канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ валли илемлĕ концерт хатĕрлесшĕн, тĕрлĕ халăхсен туслăх фестивальне ирттересшĕн. Çывăхри ялсене концерт программипе çитесшĕн. Ачалăх пĕрре килет, çак вăхăта усăллă та кăсăклă ирттерер!

Анастасия ПОПОВА,

шкулти пресс-центр активисчĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика