Тугаевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрокласс уçăлчĕ

10 октября 2017 г.

Çамрăксем, шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, тĕрлĕ хуласене саланаççĕ те унтах тĕпленеççĕ. Вĕсен йышĕнче ял хуçалăх енĕпе диплом илнисем те чылай, апла пулин те яш-кĕрĕм тăван тăрăха таврăнма васкамасть. Çак пулăм вара юлашки вунăçуллăхра чылай çивĕч ыйту кăларса тăратрĕ.

Çамрăксене АПКпа тачăрах çыхăнтарас тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви 2016-2017 вĕренỹ çулĕнче ултă районта агроклассем уçнă. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче тата 15 районти пĕрер шкулта çакнашкал классем хушăннă. Сăмах май каласан, вĕсенче пурĕ 500 яхăн ача пĕлỹ илет. Авăн уйăхĕн юлашки кунĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче 15 агрокласа савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта шкул директорĕсем, преподавательсем тата шкулсенче 10-11-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăннă. Пирĕн районтан вара агрокласс уçма Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ тивĕçнĕ. Çав класра 11 ача пĕлỹ илет. Асăннă класăн ертỹçи - Алина Афанасьева вĕрентекен.

- Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ агрокласа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче уçнине пирĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕсене уйрăм шанăç панипех танлаштармалла. Кунта çỹрекен ачасем инженери тата естественнăй ăслăлăхсем енĕпе пĕлỹ илĕç. Агрокласс вăл - уйрăм предметсемпе (тĕслĕхрен, математика, биологи, химипе физика, черчени) тĕплĕнрех хатĕрленме пулăшакан факультатив. Ачасем асăннă предметсене туллинрех шĕкĕлчĕç, - терĕ Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн директор çумĕ Алина Афанасьева.

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче агроклассем уçни малашлăхра агропромышленноç комплексĕнчи кадрсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшасса шанаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем шкул тапхăрĕнчех ял хуçалăх енĕпе пуçламăш пĕлỹ илнĕ хыççăн çăмăллăнах Ял хуçалăх академине вĕренме кĕме пултарĕç. Асăннă аслă шкулăн преподавателĕсем дистанциллĕ майпа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе ятарлă лекцисем ирттереççĕ. Вĕренỹ планĕпе килĕшỹллĕн, ачасем республикăри вăйлă аталаннă хуçалăхсене, пысăк хуласенчи продукцие тирпейлекен предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсенчи ĕç-хĕлпе, çавăн пекех тĕрлĕ куравсене хутшăнса çĕнĕ йышши техникăпа паллашаççĕ. Паллах, шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсем вĕсемшĕн опытлă участоксем пулмалла. Кунсăр пуçне республикăри агроклассенче вĕренекенсем хушшинче спорт мероприятийĕсем те иртĕç, вĕсенче ачасем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма, вăй-халне тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕслеме пултарĕç.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика